19
Приложение к основной образовательной программе основного общего образования Рабочая программа по учебному предмету Родной (чувашский) язык 5-7 классы Составитель: учитель чувашского языка и литературы Малышева Валентина Геннадьевна МБОУ «Староайбесинская СОШ»

Zrkdbc yaud 5- deZkku solidarnosti/2017/yaziki/rodnoyyazu… · KhklZ\bl_ev mqbl_evqm\Zrkdh]hyaudZb ebl_jZlmjuFZeur_\Z

Embed Size (px)

Citation preview

Приложение

к основной образовательной программе

основного общего образования

Рабочая программа

по учебному предмету

Родной (чувашский) язык

5-7 классы

Составитель: учитель чувашского языка и литературы Малышева Валентина Геннадьевна МБОУ «Староайбесинская СОШ»

«Чăваш чĕлхи» предметпа 5-7 -мĕш классем валли ĕç программине çакăн пек

документсене тĕпе хурса тунă:

- Пĕтĕмĕшле Вĕрентĕвĕн Федераллă Патшалăх Стандарчĕ. - Программа: Чăваш чĕлхи тĕслĕх программа: чăваш шкулĕн 5-9

класĕсем. - Учебник: Чăваш чĕлхи: 5 класс валли. /Л.П. Сергеев, Е.А. Андреева,

Г.Ф.Брусова. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2014. - Чăваш чĕлхи: 6-мĕш класс валли / Л.Г.Петрова, Ю.М.Виноградов.

Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2014. - .Чăваш чĕлхи: 7 класс валли. / Виноградов Ю.М., Петрова Л.Г. –

Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2016

1.Вĕренÿ результачĕсем

(пĕлмелле, пултармалла)

Харкамлăх результачĕсем:

1) тăван чĕлхе чăваш халăхĕн наци пурлăхĕ пулнине, Чăваш Республикинче вырăс чĕлхипе тан патшалăх чĕлхи пулнине ăнланни; тăван чĕлхепе ÿлĕмрен кулленхи пурнăçра, суйласа илнĕ профессире усă курма пултарни;

2) чăваш чĕлхин илемлĕхне хаклама пултарни, тăван чĕлхене хисеплени, унпа мăнаçланни; чăваш пуплевĕн нормисене наци культурин пуянлăхĕ шайне лартса сыхласси кашни чăвашшăн пысăк тивĕç тесе йышăнни; пуплеве куллен-кун аталантарма тăрăшни;

3) шухăшпа туйăма палăртма усă куракан сăмахсем, грамматика хатĕрĕсем пуплевре йышлă пулни; ача хăй пуплевне (калаçнине те, çырнине те) сăнаса тивĕçлĕ хак пама пултарни.

Пур предмета та вĕренме кирлĕ результатсем:

1) пуплевĕн мĕн пур тĕсĕпе усă курни: . сăмахпа каласа е çырса пĕлтернĕ информацие тĕрĕс ăнланни; . вулавăн тĕрлĕ мелĕпе усă курни; . тĕрлĕ çĕртен (хаçат-журналтан, Интернетран, радиопа телевиденирен т.ыт.те)

килекен материалпа паллашса информаци пухма пултарни; . ку е вăл темăпа çыхăннă материала вуласа е илтсе тупма, ăна пухса, тишкерсе,

кирлине суйласа илме пултарни; пухнă информацие сыхлама, улăштарма тата кирлĕ

çĕрте усă курма пултарни (информаци çăл куçĕ хаçат-журнал, тĕрлĕрен техника хатĕрĕ пулма пултарать);

. пĕччен е ушкăнпа тумалли вĕренÿ ĕçĕн тĕллевне, йĕркине ăнланса илни, ĕç

результатне каласа е çырса хаклама пултарни; . шухăша сăмах вĕççĕн е çырса ирĕклĕ те тĕрĕс уçса пама пултарни; .

тантăшсем умĕнче пĕчĕк е пысăкрах доклад тума хăнăху пурри; 2) вĕренÿре илнĕ тĕрлĕ пĕлÿпе, нумай-нумай хăнăхупа яланхи пурнăçра усă

курни; тăван чĕлхене вĕренсе пухнă пĕлÿпе тата хăнăхупа ытти предмета (тăван мар чĕлхесене, литературăна т.ыт.те) вĕренме усă курни;

3) калаçнă май, пĕр-пĕр ĕç тунă чух е мĕнле те пулин тавлашуллă ыйтăва сÿтсе явнă чух çынсемпе тĕрлĕ çыхăнăва кĕме хăнăху пурри; пĕр-пĕр йĕркепе иртекен

хутшăнура е яланхи калаçура наци культуринче çирĕпленнĕ пуплев нормисене пăхăнни.

Предмета вĕреннин результачĕсем: Теп шкул пĕтерекен вĕренсе çитет (Ученик

научится):

- чăваш чĕлхи чăваш халăх чĕлхи, хамăр республикăра патшалăх чĕлхи (вырăс челхипе

пĕрле) пулса тăнине ăнланни;

- тăван чĕлхепе культура хушшинче тачă çыхăну пуррине пĕлни;

- чăваш чĕлхи уйрăм çынпа общество пурнăçĕнче мĕнле вырăн йышăннине ăша хывни;

- тăван чĕлхене пĕлни чăваш культуришĕн, халăх пуласлăхĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ

пулнине, çаванпа чĕлхене вĕренме тивĕç пурине ăнланни;

-пуплевĕн тĕрлĕ тĕсĕпе усă курма пултарни;

-сăмаха фонетика, тытăмĕ, пулăвĕ, лексика енчен тишкерме пĕлни, сăмах майлашăвĕпе

предложение синтаксис енчен тишкерни;

текста ун содержанийĕ, тĕп паллисемпе тытăмĕ енчен, пуплевĕн функцире палăракан

тĕсĕсене кура, чĕлхе уйрăмлăхĕсене пăхса, илемлĕх хатĕрĕсене шута илсе тишкерни.

Тĕп шкул пĕтерекен çакнашкал ĕç-хĕле тума май илет (Ученик получит возможность

научиться):

- чĕлхен шайĕсемпе единицисем хушшинчи çыхăнусене анланса пĕтĕмлетусем туни;

-чĕлхе ăслăлăхĕн тĕп ăнлавĕсене алла илсе кулленхи хутшăнура анлă уса курни;

- пуплев факчĕсене чĕлхе вĕрентĕвĕçине таянса тивĕçлĕ хак пани;

- тăван чĕлхен эстетика функцине ăнланса илни, илемлĕ литература тексчĕсене

тишкернĕ май пуплев единицин илемлĕхне курма пĕлни.

Чăваш чĕлхи предмечĕн содержанийĕ-5 класс

Тăван чĕлхе пур чух халăх та пур (кÿртĕм урок) (1 сехет).

Пуçламăш классенче вĕреннине аса илсе çирĕплетесси,

хушса вĕрентесси (20 сехет)

ОРФОГРАФИ. Вереннине аса илни. 3 сехет Сасă тата сас палли. Алфавитри сас паллисен йĕрки, вĕсен хисепĕ.

Сăмах тытмĕ, тымар тата аффикссем. Пуплев пайесем. Вĕреннине аса илесси. 2 сехет.

Синтаксис. Вереннине аса илни. 15 сехет. Хутсăр предложени, унăн членĕсем. Пĕр йышши членсем, вĕсем союзсăр е союзсемпе çыхăнни. Пĕр йышши членсене чарăну паллисемпе уйăрасси.

Чĕнÿ сăмахĕсем (обращенисем), вĕсене чарăну паллисемпе уйăрасси. Туйăмлă (кăшкăруллă) предложенисем. Предложени вĕçне чарăну палли лартасси.

Союзсăр тата сыпăнуллă хутлă предложенисем, вĕсенче чарăну паллисем лартасси.

Ыйтусăр тата ыйтуллă предложенисем. Ыйту сăмахĕсем: кам? мĕн? ăçта? хăçан?

миçе? мĕншĕн? мĕн пирки? т.ыт.те. Тÿрĕ пуплевлĕ предложенисем. Тÿрĕ пуплев автор сăмахĕсем умĕн е хыççăн тăни, чарăну паллисем лартасси. Ыйтуллă предложенисене ыйтусăррисенчен уйăрма хăнăхасси. Ыйтăва тĕрĕс йĕркелеме, ăна тĕрĕс хуравлама хăнăхасси (тулли хуравпа кĕске хурав). Предложени вĕçне тивĕçлĕ чарăну палли лартма, пĕр йышшши членсемпе чĕнÿ сăмахĕсене чарăну паллипе уйăрма хăнăхасси.

ФОНЕТИКА. ГРАФИКА. ОРФОГРАФИ (41 сехет) 1. Уçă сасăсем, вĕсен мăшăрлăхĕ (хытă тата çемçе уçă сасăсем). Вырăсларан йышăннă сăмахсенчи [о] уçă сасă. Уçă сасăсене палăртакан сас палли сем (а, ă, е, ĕ, у, ÿ, ç, ы, и, э, ю, я, ç). Ю, я сас палли сем, вĕсем икĕ сасса (йурă, йухать) умĕнхи хупă сасă çемçелĕхне

(выля, Люся) палăртни. Е сас палли икĕ сасса (йешĕл, йепле) тата [э] сасса палăртни (этем, элек).

Чăваш чĕлхинчи [й] хупă сасă ытти уçă сасăсем умĕн те тăма пултарни: йăмра, йĕлтĕр, йывăр, йÿçĕ, йÿçĕтнĕ, кĕсйи.

Чăваш сăмахĕсенче икĕ уçă сасă юнашар тăма пултарайманни. Вырăсларан йышăнакан сăмахсенчи уçă сасăсен юнашарлăхĕ (аэропорт, аут, поэт,

Дуайт). Сăмахри уçă сасăсен килĕшĕвĕ (сингармонизм). Ку килĕшĕве пăхăнман тĕслĕхсем

(тăри, кавле, куклен, парне т.ыт.те). Сăмахри аффикссем ытларах чух сингармонизма пăхăнни (çурт-ра, пÿрт-ре, пур-

лăх, çитмен-лĕх, лар-у, кĕт-ÿ). Сингармонизма пăхăнман аффикссем: юлташ - сем, ял - ти, юрă – юрри, кай - иччен т.ыт.те. Вырăсларан йышăнакан сăмахсем сингармонизма пăхăнманни (орден, тетрадь, депо). Вырăсларан йышăнакан сăмахсем çумне хушăнакан аффкссен хытăлăхĕпе çемçелĕхĕ. Хупă сасăсем. Ялан янăравлă (в, й, л, ль, м, н, вь, р) тата шавлă хупă сасăсем (к, п, т,

х, с, ç, ч, ш). Хупă сасăсен хытăлăхĕпе çемçелĕхĕ, уçă сасăсенчен килекен çемçелĕх (пилеш, кĕлет, тĕлĕк), уçă сасăсенчен килмен çемçелĕх (халь, выльăх, супăнь, курать,

юрать). Хытăлăхпа çемçелĕх йĕркине пăхăнман хупă сасăсем (с, ç, ч, й), вĕсем хытă уçă сасăпа та, çемçе уçă сасăпа та юнашар тăма пултарни: сарă — симĕс, çурла — çÿхе, чарăн– чĕрĕк, йурă — йÿнĕ. Шавлă хупă сасăсем янăраса е янăмасăр илтĕнни, вĕсене çырура палăртасси. Хупă сасăсем вăрăммăн илтĕнни, вĕсене çырура палăртасси (кулă — кулли, ырă — ырри, ахаль — ахальлĕн т.ыт.). Вырăс чĕлхинчен йышăнакан сăмахсенчи хупă сасăсен хытăлăхĕпе çемçелĕхĕ, вĕсене çырура палăртасси. Промышленность — промышленноçăн, повесть — повеçре йышши сăмахсене çырасси.

Икĕ пĕрешкел сасăпа вĕçленекен сăмахсене çырасси (металл — металăн, металшăн, класс — класра, класăн т.ыт.те). Вырăсларан çыру урлă йышăнакан сăмахсенче б, г, д, ж, з, ф, ц, щ, ÿ сас паллисене çырасси. Ударени (пусăм). Чăваш сăмахĕсенчи ударени йĕрки.

Вырăс чĕлхинчен йышăнакан сăмахсенчи ударени.

Уçă сасăсемпе хупă сасăсем сăмахран тухса ÿкни: эпĕ — эп, эсĕ — эс, вунă — вун,

пурăн — пурнăç, тăхлачă — тăхлач, пар — патăм, панă; тăр — тăтăм, тăнă. Сасăсен ылмашăвĕ (хут — хучĕ, тетрадь — тетрачĕ). *Чăваш чĕлхинчи сасăсемпе вырăс чĕлхинчи сасăсем, вĕсен пĕр пеклĕхĕпе уйрăмлăхĕсем. *Чăваш сăмахĕсенчи ударенипе вырăс сăмахĕсенчи ударени.

II. Орфографипе орфоэпи нормисене çирĕплетессипе ĕçлесси. Хупă сасăсен çемçелĕхĕне тăван сăмахсенче тата вырăс чĕлхинчен йышăнакан сăмахсенче çырура тĕрĕс палăртасси. Шавлă хупă сасăсен янăравлăхĕпе янăравсăрлăхне çырура тĕрĕс

палăртасси. Хăнăхусене çирĕплетесси.

Сăмахсене тĕрĕс ударенипе калама хăнăхтарасси. Орфографи словарĕпе тата правилисемпе усă курма хăнăхтарасси.

Алфавита пăхмасăр калама вĕрентесси. Сăмахсенче алфавитпа çырма вĕрентесси. ЛЕКСИКА (25 сехет)

1. Лексика — чĕлхери сăмахсен пуххи. Лексика пурнăçри улшăнусемпе тачă çыхăнни. Кивелнĕ е кивелсе пыракан сăмахсем, кÿнтелен «свидетель», чуптар (лаша тĕсĕ), шупăр, йĕлен т.ыт. Çĕнĕ сăмахсем, ентешлĕх (пĕр енчисем), юлташлăх «товарищество», ĕçтеш, ентеш, интернет, продюссер, коммерци, компьютер, фирма, слайд, ипотека т.ыт. Сăмах пĕлтерĕшĕ. Нумай пĕлтерĕшлĕ сăмахсем. Сăмахсен тÿрĕ тата куçăмлă пĕлтерĕшĕсем. Ютран йышăннă сăмахсем, араб е перс сăмахĕсем, мари сăмахĕсем. Вырăссенчен йышăннă сăмахсем, калаçупа йышăннисем (витре, пĕремĕк, пĕрене, пăрăс, кĕрепле, чиркÿ т.ыт.). Çырупа йышăннисем (костюм, галстук, пальто, район,

область, тетрадь, блокнот, магазин т.ыт.). Калаçупа кĕнисемпе çырупа

кĕнисене çырура палăртасси. Синонимсем, антонимсем, омонимсем. Ятарлă сăмахсем (профессионализмсем). *Диалект сăмахĕсем. Литература нормине пăхăнман сăмахсем (ан палка, лăпăртат, епреме), киревсĕр сăмахсем. II. Калаçу мĕнле лару-тăрура (кампа, хăçан, ăçта) иртнине кура сăмахсемпе вырăнлă усă курма хăнхтарасси (Хăна килсен аш пиçет; Çук çын укçи тăрнан кăшкăрать; Çук — вăрçтарать, пур — култарать т.ыт.те.). Ваттисен сăмахĕсемпе, каларăшсемпе паллаштарасси, вĕсемпе тĕрĕс усă курма хăнăхтарасси.

Синонимсемпе антонимсене тупма, вĕсемпе пуплевре усă курма вĕрентесси. Тĕрлĕ йышши словарьсемпе (орфографи словарĕпе, синоним словарĕпе, чăвашла-

вырăсла е вырăсла-чăвашла словарьпе) паллаштарасси, вĕсемпе усă курма вĕрентесси. Пĕлтерĕш тăрăх сăмахсене ушкăнлама хăнăхтарасси (тĕслĕхрен, апат-çимĕç, пахча çимĕç, çи-пуç, йывăç, кайăк-кĕшĕк, тырă-пулă ячĕсем), çав сăмахсемпе пуплевре тĕрĕс усă курма вĕрентесси (сăмахран, чĕкеç чĕвĕлтетет, çерçи чĕриклетет, курак краклатать, çăхан кранклатать, куккук авăтать, карăш (путене) авăтать, шăпчăк ( тăри, шăнкăрч ) юрлать т.ыт.те.

Сăмах тытăмĕпе пулăвĕ.

ОРФОГРАФИ (18сехет) Сăмах тымарĕ. Аффикссем — сăмах тăваканнисем тата сăмаха улăштараканнисем. Сăмаха улăштаракан аффикссем çĕнĕ сăмах тума пултарни: каярахпа, тăхтарахпа, каçпа, ирпе; лĕмрен, авалтан; пĕрерĕн, виçшерĕн; кăмăллăн, хаяррăн, çиллессĕн т. ыт.те. Мăшăр сăмахсем, вĕсене тĕрĕс çырасси.

Икĕ хут калакан сăмахсене тĕрĕс çырасси. Хутлă сăмахсем, вĕсен тĕсĕсем, тĕрĕс çырасси.

Сăмах вырăнĕнче çÿрекен пĕрлешÿсем, вĕсен тĕсĕсем, тĕрĕс çырасси, ят пĕрлешÿсем (куç харши, пит çăмарти, тур палли, кача пÿрне, çĕнĕ çын, упа сарри т.ыт.);

глагол пĕрлешÿсем (ырă ту, кăмăл ту, усал ту, çула çит, пĕве кĕр, тăлăха юл, çука юл; такăнса ÿк, чирлесе ÿк, хăраса ÿк, ватăлса кай, ватăлса çит ‚ т.ыт те ).

II. Çĕнĕ сăмаха сăмах форминчен уйăрма вĕренесси (тĕслĕхрен, пулăш — пулăшать, пулăшакан, пулăшни — сăмах формисем; пулăшу, пулăшуçă — çĕнĕ сăмахсем).

Тăтшрах тĕл пулакан аффикссем хушса çĕнĕ (иккĕмĕшле) сăмахсем тăвасси, вĕсемпе пуплевре усă курасси. Словарьсенче йăлана кĕр, ÿте кĕр, татăлса ан, çакăнса тăр евĕр пĕрлешÿсене

тупма хăнăхасси. Çав пĕрлешÿсене пуплеве кĕртесси, калаçура асăрхама вĕренесси.

Сăмах пулăвĕпе çыхăннă орфографи хăнăхăвĕсене çирĕплетесси (хăю — хăюлăх,

хăюллă; хастар — хастаррăн; вырт — вырттар, ирт — ирттер т. ыт. т.).

Сăмахсенче пĕрле, уйăрм тата дефиспа çырмалли правилăсене çирĕплетесси.

Тематикăлла план сехечĕсем- 5 класс

№ п.п Сехет шучĕ

Пайсем

1 Тăван чĕлхе пур чух халăх та пур (кÿртĕм урок) 1

2. ОРФОГРАФИ. Вереннине аса илни 3

3. Пуплев пайесем. Вереннине аса илни 2

4. Синтаксис. Вереннине аса илни 15

5 . Фонетика, графика, орфографи 41

6. Лексика 25

7 Сăмах тытăмĕпе пулăвĕ. 18

Орфографи

Пĕтĕмпе 105

Пăрăнмасăр тумалли практика ĕçĕсем ( тĕрĕслев диктанчĕ, сочинении, изложении)

№ Пăрăнмасăртумалли практика Тупмалли литература

ĕçĕсем

1. Сăнлав сочиненийĕ («Кĕрхи кунсем Л.П.Сергеев, Е.А.Андреева, Г.Ф. Брусова. Чăваш чĕлхи. 5-мĕш класс валли. –

Шупашкар, 2014. – 10-11 с.

2. Тĕрĕслев диктанчĕ («Пирĕн ял») Л.П.Сергеев, Г.Ф. Брусова, В.В.Павлов. Диктант тексчĕсен пуххи: 5-9 классем валли.

- Шупашкар, 6 с.

3. Изложени («Кайăксен апатланăвĕ») Л.П.Сергеев, Е.А.Андреева, Г.Ф. Брусова. Чăваш чĕлхи. 5-мĕш класс валли. –

Шупашкар, 2014. – 45 с.

4. 172- мĕш хăнăхтарура панă пĕр Л.П.Сергеев, Е.А.Андреева, Г.Ф. Брусова. темăпа калав çырни Чăваш чĕлхи. 5-мĕш класс валли. –

Шупашкар, 2014. –70с.

5. Калав е сочинени («Хĕллехи Л.П.Сергеев, Е.А.Андреева, Г.Ф. Брусова.

вăрман») Чăваш чĕлхи. 5-мĕш класс валли. –

Шупашкар, 2014. – 85-86 с.

6. Тĕрĕслев диктанчĕ («Пыл хурчĕн Петрова Л.Г. Егорова В.А. Диктант пуххи: 5-

наркăмăшĕ») 9 классем валли. - Шупашкар, – 28 с.

7. Изложении (« Çĕнĕ пÿрт») М.С.Филиппова, Г.С.Шумилов. Изложени

тексчĕсен пуххи. Шупашкар.48-49 с.

8. Калав («Пирĕн стена хаçачĕ») Л.П.Сергеев, Е.А.Андреева, Г.Ф. Брусова.

Чăваш чĕлхи. 5-мĕш класс валли. –

Шупашкар, 2014. –106с.

9. Тĕрĕслев диктанчĕ («Шăкăлчи») . Л.П.Сергеев, Г.Ф. Брусова, В.В.Павлов. Диктант тексчĕсен пуххи: 5-9 классем валли.

- Шупашкар.- 19с.

10. Тĕрĕслев диктанчĕ «Тăмана» Петрова Л.Г. Егорова В.А. Диктант пуххи: 5- 9 классем валли. 36.

11. Сочинени («Çуркунне çитрĕ») Л.П.Сергеев, Е.А.Андреева, Г.Ф. Брусова. Чăваш чĕлхи. 5-мĕш класс валли. –

Шупашкар, 2014. – 204-205 с.

12. Ирĕклĕ диктант («Тăван çĕр-шыв») Петрова Л.Г. Егорова В.А. Диктант пуххи: 5-

9 классем валли. - Шупашкар.– 40–41 с.

13. Тĕрĕслев диктанчĕ («Уйăх витĕмĕ») Петрова Л.Г. Егорова В.А. Диктант пуххи: 5-

9 классем валли. - Шупашкар. – 41–42 с.

Чăваш чĕлхи предмечĕн содержанийĕ-6 класс

Тăван чĕлхе - пĕлÿ çăл куçĕ - 1сехет

Саса тата сас пали (вереннине аса илни) 1 сехет

Вырас челхинче йышанна самахсем( вереннине аса илни) 1 сехет

Таташ тата сайра уса курмалли самахсем( вереннине аса илни) 1 сехет

Самах тытаме (вереннине аса илни) 1 сехет

Чĕлхери сăмахсен ушкăнĕсем. 3 сехет

Морфологипе орфографи 57 Япала ячĕсем 21 сехет

Япала ячĕсем çинчен ăнлантарни Тулли мар пĕлтерешлĕ япала ячĕсем

Падеж системине кĕмен аффикссем Пайăр ятсемпе пайăр мар ятсем

Пайăр ятсене тĕрĕс çырасси Япала ячĕсен хисепĕ

Япала ячĕсен пулăвĕ Япала ячĕсен вĕçленĕвĕ

Вырăс чĕлхинчен кĕнĕ япала ячĕсене çырасси Япала ячĕсен камăнлăх форми

Камăнлăх форми Камăнлăх форминчи япала ячĕсен вĕçленĕвĕ Япала ячĕсене морфологи тĕлĕшĕнчен

тишкерни Паллă ячĕсем 8 сехет

Паллă ячĕсен пĕлтерĕшĕ, морфологи паллисемпе синтаксис уйрăмлăхĕсем Паллă ячĕсен пулăвĕ

Паллă ячĕсен пахалăх виçине палăртакан формисем

Паллă ячĕсен палăрту форми Паллă ячĕсен пуплеври вырăнĕ

Паллă ячĕсене морфологи тĕлĕшĕнчен тишкерни

Хисеп ячĕсем 5 сехет

Хисеп ячĕсем çинчен ăнлантарни Хисеп ячĕсен ушкăнĕсем.

Хисеп ячĕсене морфологи тĕлĕшĕнчен тишкерни

Местоименисем 7 сехет

Местоименисем çинчен вĕреннине аса илни

Сăпат местоименийĕсем Таврăну местоименийĕсем

Кăтарту местоименийĕсем Ыйту местоименийĕсем

Çуклăх местоименийĕсем Паллă мар местоименисем

Паллă местоименисем Местоименисене морфологи тĕлĕшĕнчен тишкерни

Наречисем 5 сехет

Наречисем çинчен ăнлантарни Наречисен пĕлтерĕш ушкăнĕсем

Наречисен пулăвĕ Наречисен танлаштару формисем

Наречисене морфологи тĕлĕшĕнчен тишкерни

Евĕрлев сăмахĕсем 3 сехет

Евĕрлев сăмахĕсемпе паллаштарни

Еверлев самахесем пирен пурнасра Евĕрлев сăмахĕсене морфологи тĕлĕшĕнчен тишкерни Глаголсем 8 сехет

Глаголсем çинчен ăнлантарни

Глаголсен пулăвĕ Глаголсен сăпатлă формисем, наклоненийĕсем

Кăтарту наклоненийĕ. Хальхи, пулас, пĕрре иртнĕ вахăт Темиçе иртнĕ вăхăт

Ĕмĕт наклоненийĕ Хушу наклоненийĕ

Килĕшÿ наклоненийĕ Глаголсене тĕрĕс çырасси Текст 5 сехет Ансат калаçупа сăпайлă калаçу.Калав, сăнлав, ăслав.Публицистика

стиле.Хасата материалсем пухасси.Пирен тарахри каласу

Тематикăлла план сехечĕсем- 6 класс

№ Сехет

Пайсем шучĕ

1 Тăван чĕлхе пур чух халăх та пур 1

2 Саса тата сас палли ( Вереннине аса 1

илни)

3 Вырас челхинчен йышанна самахсем 1

(Вереннине аса илни)

4 Таташ тата сайра уса курмалли 1

самахсем ( Вереннине аса илни)

5 Самах тытаме ( Вереннине аса илни) 1

6 Челхери самахсен ушканесем 3

7 Морфологи 57

14 Текст 5

Пуре 70

Пăрăнмасăр тумалли практика ĕçĕсем (тĕрĕслев диктанчĕ, изложении, сочинении)

№ Пăрăнмасăр тумалли практика ĕçĕсем Тупмалли литература

5 Тĕрĕслев диктанчĕ «Кĕрхи çанталăк» Петрова Л.Г. Егорова В.А. Диктант пуххи: 5-9 классем

валли. - Шупашкар.44 с.

8 Çыхăнуллă пуплев. Сочинени евĕр изложени « М.Г.Данилова, М.З.Табакова

Иван Яковлевич Яковлев» Сочинени евĕр изложении

тексчĕсен пуххи.Чăваш

шкулĕн 5-9 классем вали.35с.

18 Çыхăнуллă пуплев Сочинени евĕр изложени « М.Г.Данилова, М.З.Табакова

Пулăшрĕç» Сочинени евĕр изложении

тексчĕсен пуххи.Чăваш

шкулĕн 5-9 классем вали.39с.

23 Тĕрĕслев диктанчĕ «Çул çинчи инкек» Петрова Л.Г. Егорова В.А. Диктант пуххи: 5-9 классем

валли. - Шупашкар, 55с.

36 Тĕрĕслев диктанчĕ «Тусем» Петрова Л.Г. Егорова В.А.

Диктант пуххи: 5-9 классем

валли. - Шупашкар,.60 с.

41 Çыхăнуллă пуплев. Автобиографи çырни

43 Сочинени евĕр изложении «Хветÿçпа йытă Г.Ф.Брусова. Изложени

çури» тексчĕсен пуххи. 5-9

классенче вĕрентекен

учительсем валли,

Шупашкар.58 с.

53 Тĕрĕслев диктанчĕ « Наркотик – сиенлĕ чир». Петрова Л.Г. Егорова В.А. Диктант пуххи: 5-9 классем

валли. - Шупашкар, 75сс

33 Çыхăнуллă пуплев. Изложени «Амантнă М.Г.Данилова, М.З.Табакова

хурăнсем» Сочинени евĕр изложении

тексчĕсен пуххи.Чăваш

шкулĕн 5-9 классем валли.55с

56 Тĕрĕслев диктанчĕ «Мĕн тери илем!» Л.П.Сергеев, Г.Ф. Брусова,

В.В.Павлов. Диктант

тексчĕсен пуххи: 5-9 классем

валли. - Шупашкар,62с

64 Тĕрĕслев диктанчĕ «Текерлĕк» Петрова Л.Г. Егорова В.А. Диктант пуххи: 5-9 классем

валли. - Шупашкар, 89с.

Вĕренÿ программин содержанийĕ- 7 класс.

Чăваш чĕлхи – тĕрĕк чĕлхисенчен пĕри(кÿртĕм урок) (1сехет) Пуплев пайесем. Текст.Вĕреннине аса илсе çирĕплетесси.(4 сехет) Чĕлхери сăмах ушкăнĕсем. Пуплев пайĕсем.Морфологипе

орфографи.Глагол.Глаголăн сăпатсăр формисем (15 сехет)

Пулăшу пĕлтерĕшлĕ пуплев пайĕсем.16сехет Хыçсăмах.

Союз Татăк

Междомети (3сехет) Чĕлхе тата пуплев.Синтаксиспа пунктуаци (3 сехет) Сăмах майлашăвĕпе предложении Хутсăр предложенин хутшăнуран килекен

тытăмĕ.(18 сехет)

Текст. Текст стилĕсем ( 6 сехет) Сапатсар формари глаголсем. Вереннине аса илни . (2сехет)

Пулашу пелтерешле пуплев пайесем . Вереннине аса илни.(2сехет)

Тематика планĕн сехечĕсем- 7 класс

№ Пайсем Сехет шучĕ

п.п

1 Чăваш чĕлхи – тĕрĕк чĕлхисенчен пĕри(кÿртĕм урок) 1

2. Пуплев пайесем. Текст.Вĕреннине аса илсе

4

çирĕплетесси.

Чĕлхери сăмах ушкăнĕсем. Пуплев

3. пайĕсем.Морфологипе орфографи.Глагол.Глаголăн 15

сăпатсăр формисем.

4. Пулăшу пĕлтерĕшлĕ пуплев пайĕсем. 16

5 Междомети. 3

6 Чĕлхе тата пуплев.Синтаксиспа пунктуаци . 3

7 Сăмах майлашăвĕпе предложени 18

8 Текст. Текст стилĕсем. 6

9 Сапатсар формари глаголсем. Вереннине аса илни 2

10 Пулашу пелтерешле пуплев пайесем . Вереннине аса

2

илни

Пĕтĕмпе 70

Пăрăнмасăр пурнăçламалли ĕçсем (тĕрĕслев диктанчĕ, сочинении. изложении)

Урок № Раздел Пăрăнмасăр тумалли Тупмалли литература

практика ĕçĕсем

5 6-мĕш класра вĕреннине Тĕрĕслев диктанчĕ «Сăр Петрова Л.Г. Егорова

аса илсе çирĕплетесси, тăрăхĕнче» В.А. Диктант пуххи:

хушса вĕрентесси 5-9 классем валли. -

Шупашкар, 77с.

10-20 Морфологипе М.Г.Данилова, М.З

орфографи.Глаголăн Табакова. Сочинени

сăпатсăр формисем Изложени «Кучченеç»

евĕр изложении

тексчĕсен

пуххи.

Чăваш шкулĕн 5-9

классем вали.-65с.

Тĕрĕслев диктанчĕ «Шурă Петрова Л.Г. Егорова

кăвакарчăн» В.А. Диктант пуххи:

5-9 классем валли. -

Шупашкар, 106 с.

26 Пулăшу пĕлтерĕшлĕ Изложени « Ачасен Виноградов Ю.М.,

пуплев пайĕсем пулăшăвĕ» Петрова Л.Г. –

Шупашкар. 2016.87с.

35 Татăксем Тĕрĕслев диктанчĕ «Чакак» Л.П.Сергеев,

Г.Ф.Брусова,

В.В.Павлов. Диктант

тексчĕсен пуххи. 5-9

классенче чăваш

чĕлхи вĕрентекен

учительсем валли.-

87с.

40 Междомети Тĕрĕслев диктанчĕ» Пăши» Л.П.Сергеев,

Г.Ф.Брусова,

В.В.Павлов. Диктант

тексчĕсен пуххи. 5-9

классенче чăваш

чĕлхи вĕрентекен

учительсем вали.-88с.

52 Предложенипе сăмах Изложени «Çĕмĕрт» М.Г.Данилова, М.З

майлашăвĕ Табакова. Сочинени

евĕр изложении

тексчĕсен пуххи.

Чăваш шкулĕн 5-9

классем вали.-69с.

60 Чăвашла салам сăмахĕ

çырни

63 Çут санталăк! Мĕн тери

пуян та эсĕ!»Сочинени

66 Тĕрĕслев диктанчĕ «Мĕн- Петрова Л.Г. Егорова

ши вăл илем?» В.А. Диктант пуххи: 5-9 классем валли. -

Шупашкар, 126 с.

Ачасен ĕçĕсене хакламалли виçесем

Сăмахпа каласа хуравланине хакламалли ĕçсем

Ачасем чăваш чĕлхи çинчен мĕн пĕлнине тĕрĕслемелли меслетсенчен пĕри вăл –

сăмахпа каласа хуравлани. Ачан хуравĕ тулли, çыхăнуллă, шухăш енчен йĕркеллĕ тытса

грамматика пулăмне тĕрĕс ăнлантарма пĕлмелле.

Вĕренекенĕн хуравне хакланă чухне çак

тĕрĕслĕхĕ; 2) вĕреннине мĕн таран ăнланни;

критерисене тĕпе хумалла: 1) туллилĕхпе 3)

литература чĕлхин нормисене пăхăнни.

«5» паллă виçи: а) ача вĕреннĕ материала пĕтĕмпех ăнланать, туллин каласа парать;

ă)каланине кĕнекери тĕслĕхсемпе çеç мар, хăй тупнисемпе те çирĕплетме пултарсан; б)

материала йĕркипе, çыхăнуллă, литература чĕлхин нормисене пăхăнса каласа парать.

«4» паллă виçи: ача «5» паллă хаклавĕн материалне пĕтĕмĕшле пĕлме тивĕç,

учитель асăрхаттарнă йăнăша хăй тĕллĕн тÿрлетме пултармалла. Шухăш йĕркине 1-2 çĕрте

литература нормине 1-2 тĕлте пăсма юрать.

«3» паллă виçи: ача вĕреннĕ тема материалне туллин уçса параймасть, правилăсене

тĕрĕс калаймасть, каланине хăй тĕслĕхсемпе çирĕплетеймест, çыхăнуллă калаймасть,

пуплев йăнăшĕсем 3-4 çитме пултараççĕ.

«2» паллă виçи: ача вĕреннĕ материалăн чылай пайне пĕлмест, правилăсене

тĕслĕхсемпе çирĕплетеймест, пăтраштарса, çыхăнусăр калать, материала пачах

пĕлейменни туйăнать пулсан. «1» паллă ача вĕреннĕ материала пачах пĕлмесен лартмалла.

Вĕренекенсен çыру ĕçне хакласси

Çырса илни (пăхса çырни)

Çырса илме паракан текст калăпăшĕ 5 класра 40-50 сăмахран иртмелле мар. Çырса

илнине хакламалли виçесем: «5» паллă ĕçе тирпейлĕ, йăнăшсăр, тĕрĕс пурнăçланă пулсан

лартмалла; «4» паллă грамматика ĕçне пурнăçланă чухне 1-2 йăнăш янă пулсан лартмалла;

«3»паллă лартнă ĕçре 3-4 йăнăшран ытла пулмалла мар; «2»паллă лартмалли ĕçре йăнăш 5-

рен пуçласа 9-а çитме пултарать; «1» паллă лартмалли ĕçре 10 е ытларах йăнăш пулать.

Çырса хуравланине хакласси

5-9 классенче ачасен пĕлĕвне тĕрĕслеме çырса хуравлани те вырăнлă. Ку мелпе 5-6

класс ачисем текста мĕнле ăнланнине тата предложенисене тĕрĕс йĕркелеме пултарнине

тĕрĕслеме усă кураççĕ. Çырса хуравламалли ыйтусене унччен вуланă текст, пурнăçпа

çыхăннă пĕр-пĕр кăткăс та интереслĕ тема тавра е ÿкерчĕк тăрăх (çырнă чух ÿкерчĕк

ачасен куçĕ умĕнче пулмалла), диафильмпа кинофильм е вĕсен сыпăкĕсем тăрăх

йĕркелемелле.

Вуланă текст тăрăх хатĕрленĕ ыйтусене хуравлани чылай енчен изложение çывăх. Çавăнпа

ыйтусене изложени планĕ евĕр йĕркелеме юрать. Пĕр-пĕр темăпа хатĕрленнĕ ыйтусене

хуравласа çырни сочинени майлă. Çавăнпа та ачасем хуравласан çырнă ĕçре сăмах йышĕ

(енчен те кашни ыйтăва 1-2 предложенипе хуравласан) çырса илме паракан текстринчен

иртмелле мар.

5 класра 6-10 ыйту пама юрать (енчен те ача кашни ыйтăва 4-6 сăмахран тăракан

предложенипе хуравлать пулсан). Çырса хуравланă ĕçсене хакланă чухне çакна шута

илмелле:

а) хуравсем тулли, тĕрĕс çыпăçуллă пулни;

ă) чĕлхене пĕлни;

б) орфографипе пунктуаци хăнăхăвĕ.

Ĕçе пур енлĕн тишкерсе пĕр паллăпа хакламалла:

«5» паллă – пур ыйтăва та тĕрĕс хуравланă (хуравра 1 пуплев, 1 орфографи йăнăшĕ

пулма пултарать).

«4» паллă – пур ыйтăва та тĕрĕс хуравланă, анчах та ĕçре 3 орфографи йăнăшĕпе 2

пунктуаци йăнăшĕ е пĕр-икĕ хуравра 2-3 пуплев йăнăшĕ пур.

«3» паллă – панă ыйтусене хуравлама пултарнă, анчах та 4-5 орфографи йăнăшĕ, 3- 4 пунктуаци йăнăшĕ, 4 пуплев йăнăшĕ тĕл пулать.

«2» паллă – панă ыйтусенчен çуррине хуравлайман, текст содержани енчен

аяккалла пăрăннă, 6-10 орфографи тата 5-6 пунктуаци йăнăшĕ янă, пуплев йăнăшĕ «3»

паллă лартмалли виçерен иртсе кайнă. «1» паллă – ача ыйтусене пачах та хуравлайман,

çырура йăнăшсем «2» паллă лартмалли виçерен нумайрах пулсан.

Тест хуравĕсене хакласси

0-32 балл – «2»

33-50 балл – «3»

51-70 балл – «4»

71- 100 балл – «5»

Диктантсене хакламалли виçесем

Тĕрĕслев диктанчĕн калăпăшĕ 5 класра 80-90 сăмахлă пулмалла.

«5» паллă ĕçе йăнăшсăр çырсан. 1 пĕчĕк орфографи йăнăшĕ е пĕчĕк пунктуаци

йăнăшĕ пулсан лартмалла.

«4» паллă виçи: орфографи йăнăшĕ 2 тата пунктуаци йăнăшĕ 2; е орфографи

йăнăшĕ 1 тата пунктуаци йăнăшĕ 3; пунктуаци йăнăшĕ 4.

«3» паллă виçи: орфографи йăнăшĕ 4 тата пунктуаци йăнăшĕ 4; орфографи йăнăшĕ 3 тата пунктуаци йăнăшĕ 5 çитсен; е пунктуаци йăнăшĕ çеç 7 пулсан;

«2» паллă: орфографи йăнăшĕ 7 таран пулсан тата пунктуаци йăнăшĕ 7-рен

иртмесен; е орфографи йăнăшĕ 6 тата пунктуаци йăнăшĕ 7; е орфографи йăнăшĕ 5 тата

пунктуаци йăнăшĕ 9; е орфографи йăнăшĕ 8 тата пунктуаци йăнăшĕ 6 пулсан.

Тĕрĕслев ĕçĕ диктантран тата хушса панă ĕçрен тăрать пулсан – ăна икĕ паллăпа

хакламалла. Ун пек чух диктант калапăшне 15 сăмах таран кĕскетме юрать.

Хушма грамматика ĕçĕн хаклав виçи

«5» паллă – ĕçе пĕтĕмпех тĕрĕс тунă;

«4» паллă – ĕçĕн 3|4 пайне тĕрĕс тунă;

«3» паллă – ĕçĕн 1|2 пайне тĕрĕс тунă;

«2» паллă – ĕçĕн çуррине те туман.

Тĕрĕслев диктанчĕн хаклавĕ

«5» паллă – пĕр йăнăш та çук;

«4» паллă – 1-2 йăнăш;

«3» паллă – 3-4 йăнăш;

«2» паллă – 5-7 йăнăш таран.

Сочиненисемпе изложенисене хакламалли виçесем

Сочиненисемпе изложенисем ачасем шухăша тĕрĕс, çыхăнуллă йĕркелесе çырма

пултарнине, пуплев аталанăвĕн шайне тĕрĕслемелли тĕп формăсем шутланаççĕ.

5-9 классенче изложенисемпе сочиненисем çыртарнă чух вĕренекенсен калаçупа

çырăвне аталантарма программăра мĕн-мĕн палăртнине асра тытмалла.

Изложени валли ăс-пуçа аталантарас, кăмăл-сипете çирĕплетес енчен лайăх текст

илмелле.

Изложенин е сочиненин содержанине хакланă чухне çак енсене шута илмелле:

а) çырни темăпа, тĕп шухăшпа килĕшсе тăнине;

ă ) ĕçсене туллин çырса панине, фактсене тĕрĕс çырса кăтартнине;

б) стиле яка тытса пынипе пыманнине.

Изложенипе сочинени хаклавĕ

Хаклав Мĕн шута илмелле палли

Содержанипе чĕлхе пуянлăхĕ Тĕрĕс çырма пĕлни

1 2 3

«5» Çырса пани темăпа килĕшÿллĕ. Тĕп шухăша 1 орфографи йăнăшĕ; (е 1

паллă ăнланса, туллин, пăтраштармасăр çырса пунктуаци йăнăшĕ; 1

кăтартнă,сăмах пĕлтерĕшне пăтраштарман. грамматика йăнăшĕ)

Сăмах йышĕ çителĕклĕ. Предложенисене

грамматика тĕлĕшнчен лайăх йĕркеленĕ. Стиль

енчен килĕшÿллĕ çырнă. Сочинени

содержанийĕнче пуплевре пĕрер çитменлĕх

пулма пултарать.

«4» Пĕтĕмĕшпе илсен содержани темăпа килĕшÿллĕ, 2 орфографи йăнăшĕпе 2

паллă анчах кăшт унран пăрăнни пур. Çырни, тĕпрен пунктуаци йăнăшĕ (е 1

илсен, тĕрĕс, анчах уйрăм çĕрте фактсене пăснă. орфографийăнăшĕпе3

Шухăш татăлни тĕл пулать. Сăмах йышĕ пунктуаци йăнăшĕ; е 4

çителĕклĕ, пĕр стилпе çырнă, чĕлхи илемлĕ. пунктуацийăнăшĕпе2

Содержанире 2, пуплевре 3-4 çитменлĕх пулма грамматика йăнăшĕ)

пултарать.

«3» Ĕçе темăран чылай пăрăнса çырнă. Тĕп 4 орфографи йăнăшĕпе 4

паллă шухăшсене каласа панă, анчах тĕрĕсех мар пунктуаци йăнăшĕ ( е 3

фактсем пур. Йĕркеллех, çыхăнуллах çырман. орфографийăнăшĕпе5

Сăмах йышĕ чухăнрах, шухăша тивĕçлине пунктуаци йăнăшĕ; е 7

суйласа илмен, пĕр пек предложенисемпе усă пунктуацийăнăшĕпе4

курнă. Стиль тикĕслĕхĕ çук, илемлех çырман. грамматика йăнăшĕ)

Ĕçре содержани енчен 4 çитменлĕх, пуплев

енчен 5 çитменлĕх пур.

«2» Ĕĕçре темăна уçса паман. Содержанире тĕрĕс 7 орфографи йăнăшĕпе 7

паллă мар вырăн чылай. Шухăш çыхăнулăхĕ çук, план пунктуаци йăнăшĕ ( е 6

тăрăх çырман. Стиль пĕр пек мар. Содержанипе орфографийăнăшĕпе8

пуплевре 6-7 çитменл\х пур. пунктуаци йăнăшĕ; е 5

орфографийăнăшĕпе9

пунктуаци йăнăшĕ; е 8

орфографи, 6 пунктуаци

йăнăшĕ тата 7 грамматика

йăнăшĕ).

Чăваш чĕлхипе литература пуплевне тата пуплев хăнăхăвне изложенипе сочинение

тĕрĕс хакламалли пĕтĕмĕшле таблица

содержани пуплев орфографи пунктуаци грамматика

«5» 0-1 0-1 0 0 0

0-1 0-1 0 1 0

0-1 0-1 0 0 1

0-1 0-1 1 0 0

«4» 0-2 0-3 0 1 1

0-2 0-3 0 0-1 2

0-2 0-3 0 2-5 0-2

0-2 0-3 1 0 1-2

0-2 0-3 1 1-3 0-2

0-2 0-3 2 0-4 0-2

0 0 3 0 0

«3» 0-4 0-5 0 0-4-8 3-4

0-4 0-5 0 0-9 0-4

0-4 0-5 1 0-3 3-4

0-4 0-5 1 4-6 0-4

0-4 0-5 2 0-3 3-4

0-4 0-5 2 4-6 0-4

0-4 0-5 3 0-5 0-4

0-4 0-5 4 0-6 0-5

0-4 0-5 5 0-5 0-5

0-4 0-5 6 0-6 0-6

«2» 0-6 0-7 5 9 0-6

0-6 0-7 6 8-10 0-6

0-6 0-7 7 7-9 0-6

0-6 0-7 8 0-8 0-6

0-6 0-7 9 7 0-6