68
Чăваш Республикин Вĕренÿ тата Çамрăксен политикин министерстви Чăваш Республикин Вĕренÿ институчĕ Чăваш филологийĕпе этнокультура вĕренĕвĕн кафедрипе лабораторийĕ «Тăван кил ăшши – атте-анне ăшши» темăна вĕрентмелли ăслай пуххи Проект Ĕçе пурнăçлаканĕ: Ешмейкина Людмила Александровна Хĕрлĕ Чутай районĕнчи

 · Web viewИнтернет урлă темăпа çыхăннă фото ÿкерчěксем тупмалла Хăвăра килĕшнĕ фотосемпе усă курма пултаратăр

Embed Size (px)

Citation preview

Чăваш Республикин Вĕренÿ тата Çамрăксен политикин министерстви

Чăваш Республикин Вĕренÿ институчĕ

Чăваш филологийĕпе этнокультура вĕренĕвĕн кафедрипе лабораторийĕ

«Тăван кил ăшши – атте-анне ăшши» темăна вĕрентмелли ăслай пуххи

Проект

Ĕçе пурнăçлаканĕ: Ешмейкина

Людмила Александровна

Хĕрлĕ Чутай районĕнчи

Атнарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ

паракан вăтам шкул вĕрентекенĕ

Шупашкар - 2013

Содержани

I. Проект тытăмĕ 1. Порект теми………………………………………………….……………...3 2. Проект тĕллевĕсем………………...…………………………………..........3 3. Проект задачисем………..………………………………………………....34. Проект тухăçлăхĕ………………..…………………………………………3 5. Проект актуаллăхĕ…………………………………………………………..36. Тĕп шухăшĕ…………………………………………………………………47. Проекта пурнăçлама усă курнă мелсемпе меслетсем………………….…48. Проекта хутшăнакансем…………………………........................................49. Проекта пурнăçа кĕртмелли вырăн………………………………………...410. Проекта пурнăçа кĕртмелли тапхăр………………………………………511. Гипотеза……………………………………………………………………612. Теори бази………………………………………………………………….713. Проекта пурнăçа кĕртесси………………………………………………...714. Пулмалли результат……………………………………………………….715. Кĕтнĕ çимĕçĕ……………………………………………………………….716. Проектпа усă курасси……………………………………………………..817. Пултарулăх проектне çырмалли çул-йĕр………………………………...8 II. Проект результачĕ: Уçă урокăн тулли конспекчĕ. Урок теми: «Тăван кил ăшши – атте-анне ăшши». ( 8 класс)……………………………………………………………..10

III. Хушса панисем:1№ хушса пани. Ачасен ÿкерчĕкĕсем: а)манăн çемье гербĕ………………21 ă)тăван кил………………………...22 2№ хушса пани. Анне çинчен çырнă сăвăсем……………………………...233№ хушса пани. Атте çинчен çырнă сăвăсем……………………………...264№ хушса пани. Тăван кил, çемье çинчен çырнă сăвăсем………………...275№ хушса пани. Ваттисен сăмахĕпе çирĕплетмелли текст……………….296№ хушса пани. Ачасен ĕçĕсенче анне çинчен çуралнă шухăшĕсем……..297№ хушса пани. Анне çинчен ырă сăмахсем……………………………….308№ хушса пани. Ваттисен сăмахĕсем……………………………………….339№ хушса пани. Тĕрлĕ вăхăтра янранă юрăсем…………….........................3410№ хушса пани. Кĕнекесен пуххи…………………………………………3811№ хушса пани. Символсен словарĕ………………………………………4012 № хушса пани. Район хаçачĕнче пичетленнĕ заметкăсем……………...41

2

Проект теми: «Тăван кил ăшши – атте-анне ăшши» проекта пурнăçламалли ăслайсем Проект тĕллевĕсем:- тĕпчев ĕçĕпе интереслентересси;- вĕренекенсен пуплевне аталантарасси;- пĕтĕмлетÿсем тума вĕрентесси.Проект задачисем:- тĕрлĕ литература источникĕсем çине таянса проект ĕçне тума çăл куçсем палăртасси; - пĕлĕве ÿстерес тĕлĕшпе маларах вĕреннĕ сведенисемпе вĕренекенсене хăйсене тĕллĕн анализ тума вĕрентесси;- икĕ енлĕ дневник йĕркелесси; - ÿкерчĕксем тăвасси;- сăвă тексчĕсем тăрăх хĕвеллĕ тата таблицăлла кластер йĕркелесси.- символсене ăнлантарасси;

3

- ĕçсене малалла пурнăçлама Power–pointпа усă курма вĕрентесси.- видеклип йĕркелесси;- çыру ăсталăхне аталантарасси;- хаçата заметка ярса парасси.Проект тухăçлăхĕ:1. Çыннăн ăш пиллĕхне, ырă кăмăллăхне тÿрĕ чунлăхне ăша хывма пулăшасси;2. Аттепе анне пурнăçра чи хакли те кирлĕреххи пулнине вĕренекенсем патне илсе çитересси.Проект ĕçне пурнăçланă май ачасем урокра илнĕ пĕлĕве мĕнле ÿстермеллине, малалла мĕнле аталанмаллине, çавăн пекех хамăр ĕçсемшĕн кашни çыннăн ответлăха туймаллине ăнланччăр. Апла пулсан урокра каланă сăмахсем пушшăн янăраса ахалех ÿксе ан çухалччăр. Кашни чĕрине, ăсне кĕрсе ларса пире шухăша яччăр, пире туйăмлă, ырă чунлă пулма хистеччĕр.Проект актуаллăхĕ:1. Творчествăлла тата хăйсене тĕллĕн ĕçлесе ачасем лайăхрах астуса юлаççĕ, тарăн пĕлÿ илеççĕ. 2. Проблемăлла ыйтусем тата творчествăлла ĕçсем предметпа интереслентерме май параççĕ. 3. Проект тĕрлĕ информаци ресурсĕсемпе тата компьютер технологийĕсемпе усă курма май парать. 4. Проект ĕçне пурнăçланă май вĕренекенсемпе вĕрентекенсем хушшинче туслă хутшăнусем аталанаççĕ. Ушкăнпа ĕçлесе çитĕнÿсем тума пулать, вĕренекенсене аталанма тĕрлĕ майсем пур. 6. 1) В Послании Президента Чувашии М.В.Игнатьева Госсовету Чувашской Республики «В молодежь надо верить!» убедительно прозвучало обращение о необходимости в семьях закладывать основы не только физического, но и духовного здоровья наших детей, а значит, и будущего всего народа. «Не устаю призывать вас беречь свой дом и ценить счастье, дарованное судьбой», - эти слова Президента обращены к каждому жителю Чувашии, к каждой семье.2) «Аçупа аннÿне хисепле! Вěсемшěн эсě яланах ача – пěчěк чухне те, ÿссе çитěнсен те, вăтам çулсене çитсен те. Санăн кашни утăму, кашни ěçÿ – аçупа аннÿ куçě умěнче. Тěрěс те лайăх утăмусем вěсене савăнăç кÿрěç, тěрěс мар утăм туни вара – хурлăх. Çавăнпа та аçу-аннÿне савăнтарма кăна тăрăш, вěсене нихăçан та ан кулянтар. Яланах ас ту: пурнăç малалла шăвать, эсě çитěнетěн, аçу-аннÿ ватăлать. Вěсене пурнăçра пулăш. Пěчěк чухне, ача чухне панă кил ăшшине аçупа аннÿне тавăрса пар. Эпир вěсем умěнче пысăк парăмра», - тенě Г.Н.Волков.

4

3) Идеальная семья немыслима без любви. Любовь - это тепло, нежность, радость. Это главная движущая сила развития человечества, то ради чего существуем все мы, то что подвигает человека к безрассудно- героическим поступкам. "Я люблю, и значит, я живу…" (В.Высоцкий)Тĕп шухăшĕ:Кирек мĕнле лару-тăрура та этем хăйĕн тивĕçĕсене ан мантăр.Вĕренÿ темисен çыхăнăвĕ:- чăваш чĕлхипе литература-  тăван ен культури-  ÿнер искусстви - вырăс чĕлхипе литература.Проекта пурнăçлама усă курнă мелсемпепе меслетсем: Литература шырани, библиографи туни, ыйту-хурав, тĕпчев, иллюстраци, тишкерÿ, сюжетлă ÿкерчĕксем туни, кластер йĕркелени, икĕ енлĕ дневник туни, словарь ĕçĕ, текстпа ĕçлени, шухăшсене йĕркелесе çырни, илемлĕ вулав, вырăсларан чăвашла куçарни, текстри кирлě вырăнсене тупса вулани, текстăн тěп шухăшне палăртни, проблемăна ушкăнпа сÿтсе явни, пултару ěçě, презентаци слайчěсемпе ěçлени, ачасен пěтěмлетěвě, учитель пěтěмлетěвě, юрă итлени, пурте пěрле юрă юрлани, кěнеке выстăвки йěркелени, ваттисен сăмахěсемпе ěçлесси, сăмах çаврăнăшěсемпе усă кураса текст çырасси.Проекта хутшăнакансем: Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Атнарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 8 класра вĕренекенсем;Ешмейкина Людмила Александровна, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ. Проекта пурнăçа кĕртмелли вырăн: Хĕрлĕ Чутай районĕнчи «Атнарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул», чăваш чĕлхипе литература пÿлĕмĕ.

Проекта пурнăçа кĕртмелли тапхăр: Проекта пурнăçа кĕртмелли

тапхăрсем:Ĕçсен содержанийĕ

Хатĕрленÿ тапхăрĕ

Ачасем çак ĕçсене тăваççĕ:1.Атте-анне, тăван кил çинчен калакан литературăпа паллашаççĕ;2.Çыравçă хускатнă проблемăсене тупса палăртаççĕ;3.Вĕренекенсем проект темипе, планĕпе, ирттермелли йĕркепе паллашаççĕ;Результат:

5

Атте-анне, тăван кил çинчен калакан литературăпа паллашрĕç,çыравçă хускатнă проблемăсене тупса палăртрĕç, вĕренекенсем проект темипе, планĕпе, ирттермелли йĕркепе паллашрĕç.

Тĕп ĕç тапхăрĕ

Ачасем çак ĕçсене тăваççĕ:- Вĕренекенсем хăйсене интереслентерекен ыйтусем тавра ушкăнсене пайланчĕç- Темăпа çыхăннă проблема обществăра мĕнле вырăн йышăнма пултарассине палăртма шухăшларĕç.- Кластер- Икĕ енлĕ дневник-Сюжетлă ÿкерчĕксем тăваççĕ-Ÿкерчĕкри символсене тупса çыраççĕ, пěлтерĕшне ăнлантарса параççĕ«Манăн çемье гербĕ» ÿкереççĕТăван кил, атте-анне çинчен хускатнă кĕнекесен пуххи хатĕрлеççĕУчитель ĕçĕ:- Тăван кил. атте-анне çинчен çырнă текстпа, сăвăсемпе, юрăсемпе паллаштарать.Результат:Текста ÿкерчĕклерĕç;Хайлаври символсене тупса палăртрĕç, пĕлтерĕшĕсене ăнлантарчĕç.КластерИкĕ енлĕ дневник Хускатнă проблемăсене тупса палăртрĕçÇемье гербĕ турĕç

Пĕтĕмлетÿ тапхăрĕ

Ачасем çак ĕçсене турĕç:1.Материалпа усă курса мультимедиллĕ презентаци хатĕрлерĕç.2.«Тăван кил ăшши» видеоклип йĕркелерĕç.

6

Результат:1.Презентаци пулчĕ2.Учителĕн – урок. «Тăван кил ăшши – атте-анне ăшши» темăпа 8-мĕш класра учитель уçă урок ирттерчĕ.3.Учитель «Пирĕн пурнăç» ятлă район хаçатне 2 заметка ярса пачĕ, пичетленсе тухрĕç.

7

Гипотеза Çемье – тăнăçлăх вучахě тетпěр, çут тěнчене килнě çамрăк чун çывăх çынсен хÿттинче, ăшшинче хăй ыттисене кирлине туйса-курса, унăн ырă йăли-йěркине ăша хывса çитěнмелле паллах. Ача пурнăçра мěнле çул çине тухасси тăван кил ăшшинчен килет, çемьери хутшăнусем пысăк пěлтерěшлě. Ачана чи малтанах хитре тумлантариччен, тутлă çитериччен унпа пěр чěлхе тупма пěлмелле, ěçе явăçтармалла. Ěç нихăçан та ачана ватмасть те, пăсмасть те. Укçа енчен çирěплěх пăсмасть. Хăш-пěр ачасен кěсйинчен нихăçан та укçа татăлмасть, мěн илес килет, çавна илеççě. Эгоист пулса çитěнекен ачан пěр ěмěт – хăйшěн çеç тăрăшасси. Чи хăрушши вара – унăн чунě пушши. Кил ăшши – атте-анне. Атте-анне ăшши – манăн чун ăшши. Ашшě-амăшěн чун ăшшисěр ÿсекен ачан кăмăлě те сивлек, телейě те тулли мар… Апла пулсан, атте-аннене хисеплемелле, ырă сăмахпа чунěсене ăшăтмалла, йывăр ěçре пулăшу кÿмелле, аякра пулсан – çуралнă кил-çурта манмалла мар, уявсенче вěсемпе пěрле пулмалла, çуралнă кун ячěпе саламлама май тупмаллах. Атте-анне умěнче эпир ěмěр парăмра. Хěвел те хăй ăшшине çěр çине еплерех сапалать, аттепе анне те хăйсен чун ăшшине пире çапла парнелеççě. Вĕсен тĕреклĕ çуначĕ айĕнче эпир нимрен шикленмесĕр савăнса ÿсетпĕр. Атте-анне пурри – пуянлăх. Çак пуянлăха çухатас марччě, тимлěн упраса пурăнасчě. Ан тив, пĕр урокрах ачасем пур сапăрлăх ыйтăвĕсене ăша хывмĕç, анчах та эпĕ вĕсенчен кĕтекен чи паха япала – ачасем таса чун-чĕрепе ырă ĕмĕт патне ăнтăлма тăрăшни.Теори бази1. Иванова Н.Г. Пĕтĕмĕшле тĕп тата вăтам вĕрентÿ стандарчĕ. Чăваш шкулĕнчи тăван литература // Государственные образовательные стандарты начального общего, основного общего, среднего (полного) общего образования в Чувашской республике. Национально-региональный компонент. – Чебоксары, 2007. 2. VI класри тăван литература урокĕсем: меслет кăтартăвĕсем / Н.Г.Иванова т.ыт. – Шупашкар: Чăваш Республикин вĕрентÿ институчĕн издательстви, 2007.3. И.Я.Яковлев «Чăваш халăхне» халал. Чăваш сăмахлăхĕ: 8-мĕш класăн вĕренÿпе вулав кĕнеки /В.П.Станьял хатĕрленĕ. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2011. – 9 стр.4. Ача-пăча сăмахлăхĕ: Хрестомати: Пуçламăш шкулсем валли / Г.Ф.Трофимовпа Р.Н.Петрова пухса хатĕрленĕ. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке изательстви, 1993. – 102 стр.5. Волков Г.Н. Кил илемĕ. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2007.6. Кибеч А.И. Пурнăç çулĕ такăр мар. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 1995.

8

7. Кибеч А.И. Пурнăç кĕнеки. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2002.Проекта пурнăçа кĕртесси: Проект ĕçне пурнăçланă май ачасем урокра илнĕ пĕлĕве мĕнле ÿстермеллине, малалла мĕнле аталанмаллине, çавăн пекех хамăр ĕçсемшĕн кашни çыннăн ответлăха туймаллине ăнланччăр. Проектпа ĕçлесе ачасен тавракурăмĕ аталанать, тăван чĕлхене, литературăна, тăван ен культурине ытларах хисеплеме пуçлаççĕ. Проект ĕçĕ ачасен пултарулăхне аталантарать. Вĕренекенсем ыйтусем йĕркелеме, мультимеди презентацийĕ. видеоролик, кластер, синквейн, икĕ енлĕ дневник тума вĕренеççĕ.Пулмалли результат: - кластер - икĕ енлĕ дневник - презентаци- видеклип- заметка Кĕтнĕ çимĕçĕ:1) «Тăван кил ăшши – атте-анне ăшши» уçă урокăн тулли конспекчĕ;2) мультимедийлă презентаци: «Тăван кил ăшши – атте-анне ăшши»;3) видеклип «Тăван кил ăшши»;Проектпа усă курасси: - Тăван кил ăшши – атте-анне ăшши» проект ĕçĕпе чăваш , чăваш чĕлхипе литератури урокĕсенче усă курма пулать;- шкул сайчĕ;- учительсене ШМОра, РМОра паллаштаратăп;- районăн «Пирĕн пурнăç» хаçачĕнче «Ытарайми анне сăнарĕ» тата «Тăван кил ăшши – атте-анне ăшши» заметкăсем пичетленсе тухни.Пултарулăх проектне çырмалли çул-йĕр№

№Хушамат,

ят

Класс

Тума сěннě ěçсем

Учитель панă консультаци

1.

Класри ачасем пурте

8 Тăван кил. атте-анне çинчен çырнă текстсем, сăвăсем, юрăсем тупасси

Волковăн Г.Н. «Кил илемĕ», Кипечĕн А.И. «Пурнăç кĕнеки», Кибечĕн А.И. «Пурнăç çулĕ такăр мар» кĕнекисемпе паллашмалла, кирлĕ вырăнсене паллă тумалла

9

2.

Игушкина О.

Индейкина Е.

Амбрашкин А.

8 Сюжетлă ÿкерчĕксем хатěрлесси

Ÿкерчĕксем хатĕрлеме сăрă, краска кăранташ кирлĕ

3.

Ионова Д.

Куропаткина А.

Абаськина К.

Данилова К.

8 Текст тăрăх «Тăван кил» кластер (хĕвеллĕ, ÿкерчĕклĕ, фото ÿкерчěсемлĕ) тăвасси

Волков Г.Н. çырнă текстне кашни ача патне çитермелле

4.

Белов А.

Смалайкин А.

Козлов В.

8 Ÿкерчĕкри символсене тупса çырмалла, икĕ енлĕ дневник тумалла, символсен пěлтерĕшне ăнлантарса памалла

Ÿкерчĕкĕпе паллаштарасси, символсен словарĕпе усă курмалла («Словарь символов»), символсен пĕлтерĕшĕсене кĕнекесенче шырамалла е ватă çынсенчен ыйтса пĕлмелле

5.

Перепелкин А.

Михайлов В.

Трофимова Н.

8

Интернет урлă темăпа çыхăннă фото ÿкерчěксем тупмалла

Хăвăра килĕшнĕ фотосемпе усă курма пултаратăр

6.

Князев М.

Долгова Н.

Илларионов Д

Юманкина О.

8

«Манăн çемье гербĕ» ÿкересси

Тĕрлĕ вăхăтсенче ÿкернĕ «Манăн çемье гербĕ» тĕслĕхĕсемпе палаштармалла

7.

Сорокина Н. 8 Тăван кил, атте-анне çинчен артистсем юрлакан юрăсен пуххине

Интернетпа усă курăр

10

тăвасси

8.

Ухлейкина Н. 8 Тăван кил, атте-анне çинчен хускатнă кĕнекесен пуххи

Библиотекăра шыраса тупăр

9.

Петров А. 8 Усă курнă материалпа презентации хатĕрлемелле

Пĕр пек фон пулмалла, анимацисемпе усă курма юрать

10.

Ешмейкина С. 10 Видеклип йĕркелĕр Видеоклипра юрă, фотосем,ăнлантарса панă сăмахсем пулччăр

11

II. Проект çимĕçĕ: Урок теми: Тăван кил ăшши – атте-анне ăшши. ( 8 класс).Урок тěсě: калаçу тата çыру ăсталăхне аталантармалли урок.Сапăрлăх тěллевě:- атте-аннене юратса, вěсен ырлăхне сума суса, вěсене хисеплесси, пěр-пěринпе килěштерсе чунпа ырă, кăмăлпа ăш-пиллě пулмалли пирки асăрхаттарни; - тăван кил ăшшине чи паха пуянлăхпа танлаштарасси, тăван киле, атте-аннене юратас, тивěçлипе мухтанас туйăма аталантарасси.Пěлÿ тěллевě:- текст тата сăвă йěркисене пěтěмěшле тишкерме, тěп шухăшне ăнланса илме пулăшасси;- сăнарсене, вěсен ěçне-хěлне, шухăш-кăмăлне хак пама вěрентесси.Аталану тěллевě: - хайлавсене паянхи кунпа çыхăнтарса пурнăçа ăнланма вěрентесси; - ачасан шухăшлавне аталантарасси;- юрă итлеттерсе ачасен çынлăх, парăмлăх туйăмěсене аталантарасси.Урок мелěсемпе меслечěсем: учитель сăмахě, тишкерÿллě вулав, ыйту-хурав,словарь ĕçĕ, текстпа ĕçлени, шухăшсене йĕркелесе çырни, илемлĕ вулав, текста тишкерни, çыхăнуллă текстсене ăнланса илни, ÿкерчěкпе усăк урни, хайлава илемлĕ вулани, шырав ěçě, ушкăнпа ěçлени, вырăсларан чăвашла куçарни, текстри кирлě вырăнсене тупса вулани, текстăн тěп шухăшне палăртни, проблемăна ушкăнпа сÿтсе явни, пултару ěçě, презентаци слайчěсемпе ěçлени, ачасен пěтěмлетěвě, учитель пěтěмлетěвě, юрă итлени, пурте пěрле юрă юрлани, кěнеке выстăвки йěркелени, ваттисен сăмахěсемпе ěçлесси, сăмах çаврăнăшěсемпе усă кураса текст çырасси.Пуплеве аталантарасси: - ятарласа панă ыйтусем тăрăх ачан çыхăнуллă пуплевне аталантарасси; - текст тата ÿкерчěк тăрăх ěçлес хăнăхăвне аталантарасси; - пěтěмлетÿсем тума вěрентесси.Словарь ěçě: а) ăнлантармалли пай: йăрă – живой

сăваплă – счастливыйкичем – скучнопил – блогословениеĕнчĕ – жемчужинататулăх – согласие, дружба

ă) çырмалли пай: ар çын

хĕрарăм

12

Литература теорийě: 1.Илемлěх мелěсем: тропсем (танлаштару, эпитет,

метафора, сăпатлантару);

2.Символ – çут çанталăк е япала сăнарĕ урлă этем пурнăçĕн, ĕçĕ-хĕлĕн е шухăшĕн паллине сăнлакан нумай пĕлтерĕшлĕ куçăмлă ăнлав.Курăмлăх хатěрěсем:Слайдсем: «Тăван кил ăшши – атте-анне ăшши (8 класс)», «Анне сасси – çуралнă кил сасси», «Сан ыр ятна çěре ÿкермěп», « Текст шухăшне ваттисен сăмахěпе çирěплетесси», «Ваттисен сăмахěсене вěçлесси», «Сюжетлă ÿкерчěкпе символсене палăртасси тата ăнлантарасси», «Хěвеллě кластер туни», «Киле ěç», кěнеке выстăвки (Волков Г.Н. «Кил илемĕ», Кипеч А.И.«Пурнăç çулĕ такăр мар», Кипеч А.И. «Пурнăç кĕнеки», И.Я.Яковлев «Чăваш халăхне» халал, И.Я.Яковлев «Ÿкĕт»).илемлĕ текстсемпе сăвăсем;Урокра усă курмалли хатĕрсем:

компьютер, мультимедиа проектор, экран, магнитофон, кассета («Одинокий пастух»кĕвĕ), баян.

Урок эпиграфĕ: Килěшÿ – кил илемě.

Ваттисен сăмахĕ.Урок юхăмĕ

I. – Ачасем, сирĕн килте Г.Н.Волков çырнă тексчĕ тăрăх кластер туса килмелле пулнă.

Тăван кил вăл – атте-анне, ача чухне сиктернě сăпка, юратнă пиччесемпе аппасем, ырă кăмăллă шăллăмсемпе йăмăксем, ÿснě кил-çурт, пÿрт умěнче юрă шăрантаракан шăнкăрч, атте-анне панă чěлхе, юратса юрлакан юрăсем, улăх- çаран, чечек çинче сěрлекен вěлле хурчě, тěрлě теттесем, хěлле ярăннă тăвайкки, сенкер тÿпе, шăнкăр-шăнкăр юхан шывсем. (Г.Волков).

II. 1.Учитель сăмахĕ: Тăван кил… Кил… Сăмахĕ еплерех ачашшăн чĕнсе калать. Ача çуралсанах хăйĕн ашшĕпе амăшĕн ăшшине, çепĕçлĕхне туйса илет, вĕсене курса ÿсет. Ăна пĕчĕкренех ачашлăх, ăшă та ырă кăмăллăх çупăрлама пуçлать. Тăван кил – эпир çут тĕнчене килекен сăваплă вырăн. Кунтах эпир пĕрремĕш утăм тăватпăр, малтанхи сăмах калатпăр, атте-анне ăшшине туйса ÿсетпĕр. Пирĕнпе пĕрле тĕнче те ÿссе сарăлсах пырать: малтанлăха вăл – пÿрт ăш-чикки те кил хушши, каярахпа тăван урам, ял, çывăхри улăх-çаран, уй-хир, вăрман. Тĕнчери чи хитре вырăнсенчен те илемлĕрех, пуян çĕрсенчен те тулăхрах пирĕншĕн тăван кĕтес. Хĕвелĕ те ăшăрах кунта, çилĕ те çепĕçрех, ачашрах. Тăван кил ăшши…Çемьери ырă йăла-йěрке пирки сăмах пуçласан, эпě ваттисен

13

сăмахне аса илетěп: « Килěшÿ – кил илемě».Чăнах та, паянхи пурнăçра çак сăмах питě пěлтерěшлě тесе калама пулать.2. Ыйту-хурав: - Ачасем, тăван кил ăшши пиртен ан тартăр тесен мěн тумалла-ха?- Хăвăр пурăнакан вырăнта кил ăшшине мĕнле туятăр?3. Учитель пĕтĕмлетĕвĕ: Çакна упраса хăварма пире çамрăксене те, ватти-вěттине те, хěрарăмпа ар çынна та пěр япала çеç пулăшма пултарать – пěрне-пěри ăнланни, çемьери татулăх, тирпейлěх. Упăшки арăмне, арăмě упăшкине, ывăлěпе хěрě ашшě-амăшне итлетěр, вěсем пěр-пěрне хисеплесе пурăнсан мěнле аван пулěччě пурнăç…(3№ слайд).4. Пĕтĕмлетÿллĕ ыйту: - Чи малтанах çемье ăшшине тытса пыраканĕ кам тесе шутлатăр эсир? - -- Анне!2) Мĕншĕн çавăн пек шутлатăр? 5. Вĕренекенсен пĕтĕмлетĕвĕ (Хăйсем тупнă информаци) :1-мĕш ача: Чăнах та, ачан пурнăçĕ аннерен пуçланать. Вăл хăйĕн варĕнче ÿстерет, çуратса пурнăç парнелет, чи малтан ачин сассине илтет. Унтан сăпка юрри, мĕн тери çепĕççĕн илтĕнет вăл. Сăпка юрри юрланă чухне ача хăйне лăпкă тытать, вăл канăçлă. Амăшĕпе пĕр кĕвĕллĕ пулаççĕ, пепки те амăшĕн ăшшине туйса «юрлама» пуçлать (ĕнĕрлет), тутлăн çывăрса каять. Çитĕнерехпе эпир мĕнле те пулин айăпа кĕрсен йĕре-йĕре ятлать, çынпа лайăх пулма вĕрентет. Анне пирĕн çемье çинчен ял-йыш усал каласран çав тери шикленет. Анне тус-тăвансене чунтан савма вĕрентет. Анне сăмахĕсем сиплĕ эмел пекех сурансене сыватаççĕ, аннен çепĕç алли çурхи ăшă çил пекех ачашлать, мĕншĕн тесен вăл сана çуратнă, пăхса çитĕнтернĕ. 2-мĕш ача: Анне…Чи çывăх çын вăл. Савăнмалла кăна пирĕн: кирек хăçан та, кирек ăçта пулсан та пирĕн çинчен шутлакан, пирĕншĕн чĕререн çунакан çын пур. Вăл – анне. Анне – сăваплă сăмах, пурăнаканшăн чи çывăх, чи хаклă çын. Чăн та, мĕнешкел пысăк телей вăл, çĕр çинче анне пурри. Анне пурри пĕтĕм тĕнчене ăшăтать. Кирек хăш вăхăтра та ырă сĕнÿ, канаш пама пултарать. Кирек мĕнле инкек пулсан та, вăл сана пулăшать, тĕрĕслĕхе те тÿрех куçран калать. Аннен кăмăлĕ ăшă хĕвел пек ырă. Анне пуртан çут çанталăк та илемлĕрех курăнать, çынсем те кăмăллă, пурнăçĕ те ырăрах. 3-мĕш ача: Анне…Мĕнле сăмах вăл, кам шухăшласа кăларнă ăна? Тăватă сас паллирен кăна тăрать çак сăмах. Анчах та кашни çыншăн мĕнле хаклă. Пĕчĕк ачасен те пирвайхи сăмахĕ – анне. Мĕн тери савăнаççĕ вĕсем çак сăмаха калама вĕренсен. Сăмахĕ кăна мар, хăй те питĕ хаклă. Унпа эпир яланах телейлĕ. Кирек мĕнле пулсан та анне çумра пултăр, вара эсĕ çĕр çинче чи телейли, чи пуянни. Пĕлетпĕр: анне сăмахĕсем сиплĕ эмел пекех сурансене сывать, унăн çепĕç алли çурхи ăшă çил пекех ачашлать пире, мĕншĕн тесен вăл пире çуратнă, пăхса çитĕнтернĕ.

14

4-мĕш ача: Анне пире темле уйрăм туйăмпа юратать, йывăр вăхăтра тĕрлĕ канашсем парать, йывăрлăхран хăтарать. Вăл çумра чухне кĕрхи тĕттĕм каç та çутă пек туйăнать, унпа эпир ниçта та хăрамастпăр. Анне савăннă чухне эпир те мĕн тери савăнатпăр,хурланнă чухне вара, савăнас та килмест. Çывăх çыннăмăр пире Тăван çĕршыва юратма, çынсемпе ырă пулма вĕрентет. Çамрăккипе те, ваттипе те сăпайлă пулма хистет. Вăл пире мĕнле пулсан та Тăван çĕршыва юрăхлă çын тума тăрăшать. Эпир пĕр-пĕр кирлĕ мар ĕç тусассăн – мĕнле асапланать, мĕнле çунать унăн чĕри. Çавăнпа та пулĕ аннесен çÿçĕ часах кăвакарать. Кам айăплă-ха çакăншăн? Паллах, эпир. Ун çинчен шухăшлама пĕлмесĕр шкулта алхасса, вĕренмесĕр çÿретпĕр, хăш чухне ун сăмахне те итлеместпĕр. Çакăншăн хурланмасть-им-ха анне? Хурланать, питĕ хурланать вăл. Пире çилленет, анчах та çакна кăтартмасть, пирĕнпе çаплах çепĕççĕн, ачашшăн калаçать. Анне пĕçернĕ апачĕ мĕнле тата… Унран пахи, тутли çук та тĕнчере. Савăнсах çиетпĕр анне пĕçернĕ апата…Аннесем пире яланах кирлĕ. Вĕсем пире нихăçан та япăх тумĕç. Япăх ывăл е хĕр пулсан та хÿтĕлеме тăрăшĕç. Курак хăйĕн чĕппи пирки калать тет: «Хура пулсан та хамăнах». 6. Ыйту-хурав:- Автор анне çинчен çакăн пек сăвă çырнă. Мĕнле сăнласа парать-ха унăн сăнарне, мĕнпе танлаштарать? Анне пурри – пуриншěн те телей.Ачаш сасси чун-чěремре упранě:Шăнса ан пăсăл, пулсамчě йăрă», -Тесе вěрентнине епле-ха манăн?Анне сасси – çуралнă кил сасси,Ача-пăча, тăван ял-йыш сасси.Анне сăн-пичě маншăн – сар хěвел,Куллен-кунах вăл çиçессе шанатăп.Çула тухсассăн, йывăр килсессěн,Сăваплă сас хăватлăхне туятăп.Анне сасси – таса çăл куç сасси.Уй-хир, вăрман, инçе çулсен сасси. Аннен илемлě, ырă сăнарнеЙăваш сасси ялан аса илтерě. Галина Сорокина

15

- Аннене халалланă сăвă тексчĕ тăрăх хĕвеллĕ кластер йĕркелесси.

7. Калаçу- тавлашу: - Ачасем, аннене çемье ăшшине пĕччен тытса пыма питех те йывăр. Мĕншĕн йывăр-ши?8. Учитель пĕтĕмлетĕвĕ: Атте – пурнăç тĕрекĕ, çемье тĕрекĕ. Ун çине шанчăклăнах таянма пулать. Вăл çемьене тăрантарать, хÿтĕлет, çавăнпа та эпир унран яланах пулăшу кĕтетпĕр, ăна шанатпăр. Атте çĕре хисеплеме, ĕçе юратма вĕрентет. Кирек мĕнле инкек пулсан та, вăл сана пулăшать, тĕрĕслĕхе те тÿрех куçран калать. Атте – çемье тĕрекĕ, хĕрарăма, çемьене пурнăç тăршшĕпех чул хÿме (стена) пек сыхласа тăраканĕ. Вăйлă, çирĕп чунлă, ăслă ар çын – паянхи çемьен телейĕ, çавăнпа та пулĕ аттене юман йывăççипе танлаштараççĕ.

16

чун-чĕре

ача-пăча

ял-йыш

сăнар

вăрман

çул

хăватлăх

хĕвел

аннеуй-хир кил

сасă

çăл куç

телей

9. Лидия Туктина çырнă сăвă тăрăх ĕçлесси. Тăван киле ас илсессěнСан çут сăну каймасть умран.Ачусене телей пиллетěн –

Тавах, аттем, сана чунтан.Чун-чěрене кичем пулсассăнТăван ене пырас килет.Эп сан патна çитме васкатăп,Сана курсан чун хěпěртет.Аттем, каçар, тен, кÿрентернě,

Е тепěр чух эп ăнланман. Сан ыр ятна çěре ÿкермěп, Эс вěрентни тухмасть асран.

Лидия Туктина- Сăвăри «ырă ят» мěн-ши вăл?- Сăвăри литература геройě ěç-хěлне кăтартакан глаголсене тупса палăртăр.- Атте сăн-сăпатне сăмах вěççěн каласа парăр.- Таблицăлла кластер йĕркелĕр.

Япала ячĕ Глаголкил кайсăн пилеача пултелей пырчун килчун-чĕре çитен васкаят курçĕр хĕпĕртеас каçар

кÿрентерăнланан ÿкертухмасть

10.Ачасен пĕтĕмлетĕвĕ: Ырă ят – атте ячĕ, аттен ырă ятне ярас марччĕ. Чăвашсем япăх, ырă мар ятран, çемье çинчен ял-йыш усал каласран çав тери шикленнĕ, сыхланнă, унран аякран пăрăнма тăрăшнă.III.1.Ыйту-хурав: - Çемье ăшшине тытса пыраканĕсем, йĕркелесе пыраканĕсем камсем тесе шутлатăр эсир?Ачасен пĕлтерĕвĕ:

17

1-мĕш ача: Атте-анне! Мĕн тери çепĕççĕн, илтĕнеççĕ çак сăмахсем. Аттепе аннене эпир уйăхпа, хĕвелпе тан хуратпăр. Атте-анне çумра пулсассăн пире сивĕ хĕл те ăшшăн туйăнать. Атте-анне çумĕнче пурăннă чухне нимĕнле хуйха-суйха пĕлместпĕр. Вĕсен хÿтлĕхĕнче пурăнатпăр. Анчах та ÿссе çитĕнсен вĕçен кайăк чĕпписем пек аякка каймалла пулать. Таçта аякра пулсан та атте-аннене, кил-çурт ăшшине асра тытасчĕ, вĕсем çумра çуккине кашни утăмрах туясчĕ. Аттепе анне лайăх тунă ĕçшĕн савăнаççĕ, начарришĕн хурланаççĕ, çавăнпа та пирĕн вĕсене пĕтĕм чун-чĕререн упрасчĕ.2-мĕш ача: Çемье – тăнăçлăх вучахě тетпěр, çут тěнчене килнě çамрăк чун çывăх çынсен хÿттинче, ăшшинче хăй ыттисене кирлине туйса-курса, унăн ырă йăли-йěркине ăша хывса çитěнмелле паллах. Ача пурнăçра мěнле çул çине тухасси тăван кил ăшшинчен килет, çемьери хутшăнусем пысăк пěлтерěшлě. Ачана чи малтанах хитре тумлантариччен, тутлă çитериччен унпа пěр чěлхе тупма пěлмелле, ěçе явăçтармалла. Ěç нихăçан та ачана ватмасть те, пăсмасть те. Укçа енчен çирěплěх пăсмасть. Хăш-пěр ачасен кěсйинчен нихăçан та укçа татăлмасть, мěн илес килет, çавна илеççě. Эгоист пулса çитěнекен ачан пěр ěмěт – хăйшěн çеç тăрăшасси. Чи хăрушши вара – унăн чунě пушши. Кил ăшши – атте-анне. Атте-анне ăшши – манăн чун ăшши. Ашшě-амăшěн чун ăшшисěр ÿсекен ачан кăмăлě те сивлек, телейě те тулли мар… 3-мĕш ача: Ачана ашшě-амăшěнех пăхса ÿстермелле. Унсăрăн унран чăн-чăн телейлě çын пулас çук, тăван кил ăшшине нихăçан та туймě. «Вěрентсе ăс-тăн парсассăн ятсăр çын та ятлăрах, аттепе анне пулсассăн вăйлă çын та вăйлăрах», - тенě пěр юрăра. Шел пулин те, ашшě-амăшне ěмěр кÿренсе пурăнмалла суран тăвакан çынсем те пур-ха пирěн хушăра. Хальхи вăхăтра ашшě-амăшне хăйсем пăхас вырăнне ваттисен çуртне кайса яракансем, вěсен укçи-тенкине туртса илсе, хěнесе-çапса пěтерекенсем те пур. Вилме выртсан юлашки çула ăсатма пыманнисем те чунсăррисен шутнех кěреççě. Çыннăн этем шайěнчен тухмалла мар ěнтě, хăйěн тивěçне туйсах тăмалла.2.Творчествăлла вăйă «Микрофон»:- Йĕркеллĕ çемьен мĕнле пулмалла-ши, ачасем?Ачасен хуравĕсем: Лайăх – ĕçчен – çепĕç – пĕр-пĕрне хисеплемелле – пĕр-пĕрин шухăшĕсене хисеплемелле – панă сăмаха тытмалла – пĕр-пĕрне хирĕçле юрату памалла – сивĕ сăмахсем каласа чун-чĕрене ыраттармалла мар – пĕр-пĕрне ăнланмалла – хисеп тумалла – пулăшу памалла.Учитель пĕтĕмлетĕвĕ: Халĕ эсир шкулта кăна вĕренетĕр-ха. Эсир те пулас ашшĕсемпе амăшĕсем. Апла пулсан, сирĕн те тĕллев лартмалла: манăн та йĕркеллĕ çемье çавăрасчĕ тесе. 3. Текст шухăшне ваттисен сăмахĕпе çирĕплетни. Çанталăк сивě тăнă. Куç уçма çук çил-тăман вěçтернě. Çав вăхăтра çамрăк çын урампа иртсе пынă май пěрене çинче старик ларнине курах кайнă.

18

Старик темěн çинчен шухăшланă пулнă. Çамрăк çын старик патне пырса:Мучи, мěн туса ларатăн урамра çак çил-тăман вăхăтěнче? – тесе ыйтнă.Эй, ачам, эсě пурнăçа чухласа илейместěн-ха. Тулти çил-тăвăл мěн вăл?Пÿртре ав ывăлпа кинěм харкашаççě, ниçтан чарма çук: ку чăнласах та хăрушă çил-тăвăл. Яланах асту, ачам: тулти çил-тăвăл килтинчен лăпкăрах. Кил-йышра харкашу тухсан çуртран тухса тарас килет. (Геннадий Волков).Ваттисен сăмахĕсем: Кил-йышпа пěрле пулсан çеç ăш-чик лăпкă пулать. Килěшÿ – кил илемě. Килěшÿлěх çухатнă çемьере йěрки те, ăшши те çук. Тăван кил ăшши – чěрем тулли ырри. Çемьере харкашу пуçлансан кил ăшши чакать, ăна йĕркелесе яма питех те йывăр. Килти килĕшĕве, тăнăçлăха сыхласа, упраса хăварасчĕ. 4.Калаçу-тавлашу: - Мĕн-ши вăл парăм?- Атте-анне умĕнчи парăма еплерех татмалла-ши?- Атте-анне умĕнче эпир мĕнле парăмлă-ши?Ача пĕтĕмлетĕвĕ: Апла пулсан, ватăсене хисеплемелле, ырă сăмахпа чунěсене ăшăтмалла, йывăр ěçре пулăшу кÿмелле, аякра пулсан – çуралнă кил-çурта манмалла мар, уявсенче вěсемпе пěрле пулмалла, çуралнă кун ячěпе саламлама май тупмаллах. Атте-анне умěнче эпир ěмěр парăмра. Хěвел те хăй ăшшине çěр çине еплерех сапалать, аттепе анне те хăйсен чун ăшшине пире çапла парнелеççě. Вĕсен тĕреклĕ çуначĕ айĕнче эпир нимрен шикленмесĕр савăнса ÿсетпĕр. Атте-анне пурри – пуянлăх. Çак пуянлăха çухатас марччě, тимлěн упраса пурăнасчě.5.Сăвва вуласа тишкерсе унăн темине, тĕп шухăшне палăртасси.- Юхма Мишши çак сăвăри йĕркесемпе мĕн каласшăн пулнă?- Сăвăра мĕнле сăмахсем ытларах тĕл пулаççĕ?-Ытларах тĕл пулакан сăмахпа сăвă темине уçăмлатăр?

Савнă тăван килěм, мěн тери аванЭс çумра пулсассăн манпалла ялан.Пěр сана саватăп, сансăр тунсăхлатăпСанпа çеç пуласчě ěмěр-ěмěр манЧун-чěре ăшши эс, тăванах кěтесМаншăн çут пуласлăх – тăванах кěтес.Сансăр тунсăхлатăп, сан патна васкатăп,Сар хěвел эс маншăн, тăванах кěтес.Хаклă тăван килěм, питě савăнса,Сан çинчен юрлатăп юрă мухтаса.Сан пата васкатăп, сансăр тăраймастăп,Ěмěр-ěмěр пурăн эс телей курса. Юхма Мишши

19

6. Ваттисен сăмахěсене вĕçлесси тата вырăсла куçарасси. Килти çÿп-çапа урама кăлармаççě. (Сор из избы на улицу не выносят.) Кил пуçě мěнле – кил-йыш та çапла. (Каков глава семьи – такова и семья.) Тăван киле вěлтрен ан пустăр. (Пусть дом родной крапивой не зарастет.) Килěшÿ – кил илемě. (Мир да согласие – краса дома.) Килěшÿлěх çухатнă çемьере йěрки те, ăшши те çук. (В семье утратившей согласья, нет ни порядку, ни

тепла.) Тăван кил ăшши – чěрем тулли ырри. (Ласка родного дома – услада сердца.)

7.Ыйту-хурав: - Ÿкерчĕке тимлĕн пăхăр та кил ăшшине ăнлантарса паракан символсене тупăр.

Символсем

ашшĕ(ар çын)

амăшĕ(хĕрарăм)

тĕкĕр

вут

Ачасем ăнлантарни

Отец – оицетворяет Солнце, дух, мужской принцип, привычные силы закона и порядка, противопоставленные женским, интуитивным и инстинктивным силам.

Мать – это утроба, невозделанная земля, носительница света, преобразующая сила, дающая жизнь, защитница и кормилица.

Зеркало–правдивость, самопознание, искренность, чистота, просвещение, предсказание. Отражение – в воде, потоке, стекле символизирует временный феноменальный мир. Может символизировать также истину. Движущийся образ вечности.

Огонь – символизирует трансформацию, очищение, дающую жизнь производящую силу Солнца, обновление жизни, оплодотворение, силу, мощь, энергию, невидимую энергию в процессе осуществления, защиту, оборону. На бытовом уровне огонь - это защитный, успокаивающий образ (огонь домашнего очага).

20

пÿрт

кушак

апат-çимĕç

шурă тĕс

Чашăк-тирĕк

кăмака

Дом – символизирует центр мира, убежища Великой Матери, замкнутость и защиту. Культовый дом, хижина или вигвам в племенных религиях олицетворяет космический центр, наш мир, вселенную.

Кошка – хитроумие, способность перевоплощения, ясновидение, сообразительность, внимательность, чувственная красота. кошки считались несущими добро священными животными. Бастет, обычно изображавшаяся в виде львицы, считалась богиней-покровительницей луны и связывалась с удовольствиями, плодородием, защитными силами

Пища – все символы еды ассоциируются с Богиней-Матерью, например, это - сосуд, кувшин, чаша, кубок, котел, чан, рог изобилия и т. п. Животные, дающие пищу, - это корова, свинья, коза и т. п. Кроме того, пища - это все воды, реки, фонтаны, родники, а также деревья и плоды. На духовном уровне это символы знания, питающие душу и дающие жизнь и бессмертие.

Белый цвет –асолютный цвет света и поэтому - символ чистоты, истины, невинности и жертвенности или божественности.

Чаша –романтический символ сердечных устремлений к духовной и физической пище, психического здоровья и бессмертия

Печь – символизирует женскую преображающая силу, чрево и рождение, устройство, способствующее духовному очищению и обновлению.

21

8. Пултару ĕçĕ. Панă сăмах майлашăвěсемпе çыхăнуллă текст йĕркелĕр. (Ерипен «Одинокий пастух» кĕвĕ янăрама пуçлть.) Юратнă кěтесěм, тунсăхăм манăн, савăнăçăм манăн, телейěм манăн, сансăр пурнăç çук, тăван кěтесěм, тăван çурт, санăн ытамна тăврăнатăп, пуç таятăп, чěре хăвăрт-хăвăрт тапать, асамлă тěнче, хитререн те хитре, тусанě те тăван, пылчăкě те пылак, атте-анне килě, хаклă кěтесěм, сăпка юрри, ěмěр татăлми парăм, туслă çемье, ырă ят, чун ăшши, хисеп ту, кил илемě, атте-анне пилě, пěр-пěрне хисеплени, çирěп хÿтлěх.

IV. 1. «Кил ăшши» сăмахăн хĕвеллĕ кластерне туни.

2. Ачасен пĕтĕмлетĕвĕ. И.Я.Яковлев халалне илемлĕ вулани. «Çемйěре лайăх пăхса усрăр: çемье вăл халăх чаракě, патшалăх чаракě. Çемье пурнăçě тěлěшěпе ваттисем каланă сăмаха чăваш халăхě ялан та хытă тытса пынă. Çак пурлăха лайăх сыхласа пурăнăр. Çемьен лăпкă пурнăçě пире пурнăç хыттинччен хÿтěлесе тăрать. Килěштерсе тăракан тěреклě тăракан çемьешěн катаран килекен пурнăç синекерěсем хăрушă мар. Ϋтěре ясарпа ан варалăр, ÿсěртекен, астаракан япаларан шикленěр. Çемьене сыхă усрасан, ачăрсене чипер упраса пурăнсан, килěштерсе лăпкă ěçлесе пурăнма хăвăр валли тěреклě чарак лартса хурăр…». 3. Учитель сăмахĕ: Ачасем, паянхи урокри кашни сăмах – эпĕ каларăм-и, эсир-и, çавах – кашнин чун-чĕринчен тухрĕç тесе шутлатăп. Апла пулсан çав сăмахсем пушшăн янăраса ахалех ÿксе ан çухалтăрччĕç. Кашни чĕрине, ăсне кĕрсе ларса пире шухăша ятăрччĕç, пире туйăмлă, ырă чунлă

22

Кил ăшши

анне

юрату

чун ăшши

килěшÿ

сăпка юрри

атте

телей

ырă ят

тунсăх

юмах пÿлěмě

тасалăх

кайăк юрричун-чěре

пуянлăхě

ачалăхăм ачалăхăм

пулма хистетĕрччĕç. Çапла пулсан вара эпир хамăр ума лартнă тĕллеве пурнăмларăмăр тесе шутлăпăр. V. 1. Эссе. 2. «Тăван кил ăшши» сочинени-ăслав. 3.Хěвелле кластер тата икě енлě дневник материалěпе 15-20 предложенниллě çыхăнулла текст.

Хушса панисем

1№ хушса пани. Ачасен ÿкерчĕкĕсем.

а) манăн çемье гербĕ:

Князев М. ĕçĕ, 8 класс Долгова Н. ĕçĕ, 8 класс

23

Юманкина О. ĕçĕ,8 класс Илларионов Д. ĕçĕ, 8 класс

ă) тăван кил ăшши:

Ешмейкина С.ĕçĕ, 8 класс

Ионова Д. ĕçĕ, 8 класс

24

Данилова К. ĕçĕ, 8 класс

Куропаткина А. ĕçĕ, 8 класс

25

2№ хушса пани. Анне çинчен çырнă сăвăсем

Сĕм вăрманĕ каш та каш,Сулхăн çилĕ ваш та ваш,Эс ан çуйăх, ан çухраш,Çывăр, пĕчĕкçĕ чăваш!Урупа ан тапкалаш,Аллупа ан çапкалаш,Аннӳпе эс ан тавлаш,Çывăр, Аптраман тавраш!Ашă çумăр чаш та чаш,Ӳс, калчам, çĕклен эс яш,Çӳлерен çӳле кармаш.Çывăр, пĕчĕкçĕ чăваш!Юлташпа эс пул юлташ,Усалпа эс ан паллаш.Тăшманпа ан пул йăваш,Çывăр, Аптраман тавраш!Вырăспа та тăванлаш,Тутарпа та эс туслаш,Пурте — пирĕн хурăнташ,Çывăр, пĕчĕкçĕ чăваш! Петĕр Хусанкай

Анне чĕри... Мĕнле-ши вăл? Курасчĕ.Мĕнпе ăна пулать танлаштарма?Пĕрре çеç алăпа тытса пăхасчĕТе — вĕренесчĕ юйкăн юратма.Анне чĕри... Унтан хĕрӳ вут çук-тăрÇак уйăхлă, хĕвеллĕ тĕнчере.Кисрентĕр çĕр, пăр çаптăр, çумăр çутăр —Мĕн сӳниччен вăл хĕм парать пире.Анне чĕри... Тĕреклĕ тӳсĕм кирлĕПĕр канăçсăр та вăрăм ĕмĕртеТӳсмешкĕн, çиçĕм çирӳçи пек, пирĕнХуйха, йăнăшсене те сехмете.Анне чĕри... Черчен, аманчăк, варлă,Çын чăмăрĕ пек, ылтăн чăмакки.Пурăнăçра пулас çук вут-кăварлăЧĕрешĕн — ик айкки те тăвайкки. Василий Антонов

26

Пирĕн анне пит чипер. Ачасене ăс парать,Ун пекки татах кам пур? Пĕлỹ тĕнчине кĕртет.Хăйĕн çемçе аллипе Пĕтĕм ырă сăмахаПире ачашлать ирпе. Калас тетĕп эп сана.Анне ĕçне юратать, Пĕр санпа тĕнче хитре,Питĕ, питĕ тăрăшать Хытăрах тапать чĕре. Анне–хĕвел кулли, Тăван анне манми,Тăрать ик куç тулли. Ялан умра тăрать.Нихçан асран кайми, Юратăвĕ сỹнми,Тăван кил-йыш ăшши. Куллен телей сунать.Теллей курма пире Анне–чи илемли,Пилленĕ ĕмĕре. Вăл пиршĕн–ыр чунли.Санпа тĕнче хитре, Унран та çепĕççиХавас тапать чĕре. Тупаймăн урăххи.

Пире кам ачашшăн Е ăшă çи-пуç-иЛăпкать пĕчĕкрен, Тимлет сан валли?Чипер çын тăвасшăн Пĕр-пĕр инкек пулчĕ – Çунать чĕререн? Сиплет кам алли?Кам тĕлĕкĕнче те Кам ыррăн, хавассăнКурать-çке пирех, Пурне те пире,Килте пуринчен те Çапла лăш курмасăр,Тăрать иртерех? Пăхса ÿстерет?Кам ир вучах чĕртнĕ – Кам пултăр? ПĕлеççĕАпат пĕçерет, Туссем вăл камне:Ĕне суса кĕнĕ – Вăл – пирĕн телей-çке, Ăш сĕт ĕçтерет? Вăл пирĕн анне! Аркадий Ĕçхĕл

Тавах, аннем çуратнăшăн,Юрла-юрла сиктернĕшĕн

Лăпканăшăн, юратнăш Чĕкеç чĕлхи пилленĕшĕн…

Валентин Урташ

27

Анне пурри – пуриншĕн те телей. Сăваплă сас хăватлăхне туятăп.Ачаш сасси чун-чĕремре упранĕ: Анне сасси–таса çăлкуç сасси,«Шăнса ан пăсăл, пулсамччĕ йăрă»,– Уй-хир, вăрман, инçе çулсен сасси.Тесе вĕрентнине епле-ха манăн? Аннен илемлĕ, ырă сăнарнеАнне сасси –çуралнă кил сасси, Йăваш сасси ялан аса илтерĕ,Ача-пăча, тăван ял-йыш сасси. Тăван çĕре те, çут тĕнчене теАнне сăн- пичĕ маншăн –сар хĕвел, Теллей те ырлăх хаваспах пиллерĕ.Куллен-кунах вăл çиçессе шанатăп. Анне сасси–сенкер тỹпе сасси,Çула тухсассăн, йывăр килсессĕн, Ешерекен Тăван çĕр-шав сасси. Галина Сорокина Хаклăран та хаклă эс, аннеçĕм,Халĕ эп инçе-инçе санран.Тунсăхлать, çунать вĕри чĕреçĕç,Куçа-куçăн тĕл пуласчĕ манн.Юнашар ялан манпа тăратăн,Куç умнее тухать йăваш куллу.Ырлăх сывлăх т ателей сунатăн,Асăмрах тăрать сан çут сăну.Çырупа çеç çыхăну тытатăп – Çепĕç сăмахсем чĕре туллии.Пурнăçра хăват парса тăратăн –Нимĕн те шел мар хĕрÿ валли.Тусăмсем! Ак мĕн сире калатăп:Аннĕре ан манăр нихăçан.Юратма та упрама ыйтатăп:Пурнăç лайăх аннесем пулсан! Зинаида Михайлова

Хĕвел пек хĕрÿ çыннăм – анне,Çук санран çывăх çын тĕнчере.Эс кÿретĕн кил-çурт илемне,Юратса ÿстеретĕн пире.Çăлтăр пек çутă çыннăç – анне, Çук санран лайăххи тĕнчере.Сывлăм пек таса чун хавалнеПурнăçра парнелетĕн пире.Ылтăн пек ырă çыннăм –анне, Çук санран кăмăлли тĕнчере.Çĕклемешкĕн çĕр-шыв хăватнеУрăх кам-ши пире вăй кÿрет. Василий Давыдов-Анатри.

28

3№ хушса пани. Атте çинчен çырнă сăвăсем.

Манăн атте пит маттур.Ун пекки тек камăн пур?Тем тума та пултарать,Такама та пулăшать.Çурт-хуралтă вăл тăвать,Сĕтел-пукан ăсталать.Питĕ тулă пĕçерет,Аннерен те ирттерет.Хаçат-журнал юратать,Çут çанталăка сăнать.Выльăх-чĕрлĕх те усрать,Юратса ăна пăхать.Хисеплетĕп аттене,Юрататăп аннене,Асаннепе савăнатăп,Туслă çемьере пурнатăп. Оксана Садовникова

Атте-анне, телей сунатăп,Çуратса ÿстернĕшĕн тавах.Яланах асра тăван кил-йыш.Атте-анне, телей сунатăп. Раиса Сарпи

Атте-анне юратнă пекПире никам та юратман.Атте-анне юратнипеЭпир ниçта та хур пулман.Эпир ăçта-ăçта пулман,Атте-анне ятне яман.Çитес çĕрсем татах та пурТӳсес кунсем татах та пур.Атте-ачне юратнипеЙывăррине çăмăл тăвар,Атте-аннемĕр пек пулар. Валентин Урташ

29

Ман аттен паян çуралнă кунĕ Турă патăр татах кун-çулне Сахал мар хура-шурне вăл курнă Пурнăç ир шуратнă ун пуçне Сахал мар хура-шурне вăл курнă Пурнăç ир шуратнă ун пуçне Ах аттеçĕм татах пурăн Эс пире савăнтарса Эс ÿстернĕ шурă хурăн Нумай лартăр кашласа Сан садра ав çитĕнеççĕ Тĕрлĕ-тĕрлĕ йывăçсем Пирĕнпе чупса çÿреççĕ Чун юратнă мăнуксем Сан çине анне пăхать ытарлăн Ас илет, тен, иртнĕ кунсене Санпала çеç хĕр тиветчĕ ывăл Çуратса пĕрле ÿстернине Санпала çеç хĕр тиветчĕ ывăл Çуратса пĕрле ÿстернине Ах, аттеçĕм, эпир сана юрататпăр. Ах, аттеçĕм, санпа мухтанатпăр. Ах, аттеçĕм, эс пурришĕн турра тав тăватпăр. Нумай-нумай çул пурăнма ырлăх-сывлăх сунатпăр. Ваттисем каланă халала эс Пурнăçланă, атте, чăннипех Эс кайсан те тем чул йывăç кашĕ Яту юлĕ сан мăнуксенче

4№ хушса пани. Тăван кил, çемье çинчен çырнă сăвăсем

Ума тухать çуралнă килĕм,Пуç уснă хурăн ун енне.Тунсăхласа, тем, хурлăх килнĕн,Кунта кĕтет мана анне.Ял варринче çап-çутă кÿлĕ,Хумсем çинче вылять шевле.Ун хĕрринче эпир каçкÿлĕмÇÿренĕ савнипе пĕрле. Юрий Петров

30

Сар хĕвел хавас куллиллĕТăван ен — кĕтрет çути.Атте килĕ, анне пилĕĔмĕр-ĕмĕр пыл тути.Акă ман тăван кĕтесĕм:Пăла шывĕ, пирĕн ял…Чун-чĕремшĕн ылтăн эсĕ,Умăнта пуçа таям.Чи çемçе сăмах шырарăм,Сăввăмра савса ырларăм,Тăвансемшĕн хаклă килЙыхăрса чĕнет пек: — Кил!Ачисемшĕн тунсăхланăЫтарми атте-анне.Пичĕ-куçĕ кушăрханăТинкерсе çулсем енне.Тăван ялăм, тăван килĕм,Эсĕ маншăн — чун ăшши.Вăранап та илĕм-тилĕмÇывăхрах пек ял хушши. Вячеслав Круглов

Çак тĕнче çутăпа тулса ларчĕ Тĕл пулсассăн сана, тур çырни Пĕр сана юратса çунат сарчĕ Яш чĕрем, эсĕ – пурнăç парни. Куçунта юрату çеç куратăп, Шанса патăм сана чĕрене. Кун-çула пĕр санпа халь пайлатăп, Чун савни, эсĕ – ман çуркунне. Хушса юрламалли:Чи хакли çĕр çинче кил ăшши. Чăн телей çуралать çемьере. Çемьерен лайăххи мĕн пур-ши?Юрату парнелет вăл пире. Тăван кил ырлăхне упраса Ӳстерер ывăлпа сар хĕре, Савнă кил вучахне çутатса Савăнса юр юрлатăр чĕре!!! Тăван кил ырлăхне упраса Пулăшар аттепе-аннене. Савнă кил вучахне çутатса

31

Пурăнар ăнланса пĕр-пĕрне. Аттене эп чунтан юрататăп, Эп савап йăмăка, аннене. Атте пек эп пулма тăрăшатăп, Чи хитри, чи чапли - ман анне! Хушса юрламалли:Чи хакли çĕр çинче кил ăшши. Чăн телей çуралать çемьере. Çемьерен лайăххи мĕн пур-ши?Юрату парнелет вăл пире. Тăван кил ырлăхне упраса Ӳстерер ывăлпа сар хĕре, Савнă кил вучахне çутатса Савăнса юр юрлатăр чĕре!!!Тăван кил ырлăхне упраса Пулăшар аттепе-аннене. Савнă кил вучахне çутатса Пурăнар ăнланса пĕр-пĕрне. Альбина Юрату

5№ хушса пани. Ваттисен сăмахĕпе çирĕплетмелли текст.

Çанталăк сивě тăнă. Куç уçма çук çил-тăман вěçтернě. Çав вăхăтра çамрăк çын урампа иртсе пынă май пěрене çинче старик ларнине курах кайнă. Старик темěн çинчен шухăшланă пулнă.Çамрăк çын старик патне пырса: - Мучи, мěн туса ларатăн урамра çак çил-тăман вăхăтěнче? – тесе ыйтнă.- Эй, ачам, эсě пурнăçа чухласа илейместěн-ха. Тулти çил-тăвăл мěн вăл? Пÿртре ав ывăлпа кинěм харкашаççě, ниçтан чарма çук: ку чăнласах та хăрушă çил-тăвăл. Яланах асту, ачам: тулти çил-тăвăл килтинчен лăпкăрах. Кил-йышра харкашу тухсан çуртран тухса тарас килет. (Геннадий Волков).

6№ хушса пани. Ачасен ĕçĕсенче анне çинчен çуралнă шухăшĕсем…

«Аннене юратмалла, хисеплемелле, упрамалла».«Анне – маншăн пурте!»«Эпĕ ăна йывăр вăхăтра пулăшма тăрăшатăп».«Анне – çĕр çинчи чи илемлĕ сăмах. Çынсемпе вăл яланах сăпайлă та кăмăллă калаçать. Аннен аллисем – ылтăн».«Манăн анне ырă чунлă, ĕçчен, ывăнма та пĕлмест».

32

«Хăçан-ши эсĕ канатăн, ытарайми хитре анне, ывăнми ĕçчен анне? …Унăн аллисем минтер пек çемçе».«Инкек лекесрен упрать. Аннесене упрамалла, савăнтармалла, вĕсенчен хакли никам та çук».«Вăл ырă, ăслă. Анне пире ырра кăна вĕрентет».«Анне - манăн чи шанчăклă та çывăх юлташ. Йывăрлăхра вăл мана пулăшать. Анне пире нихăçан та сутмасть».«Анне хăçан çывăрнине те пĕлместĕп. Эпĕ аннене питĕ хытă юрататăп».«Тав сана, анне, çуратса ÿстернĕшĕн, ăс-тăн панăшăн».«Аннене никампа та, нимĕнпе те улăштармастăп».«Вăл пĕтĕм ĕçе тĕплĕн те лайăх тăвать. Çитĕнсе çитсен вăл панă юратăва каялла тавăрма сăмах паратăп».«Пуç таятăп, ырлăх-сывлăх сунатăп, пĕтĕм çĕр çинчи аннемĕрсене! Хисеп те тав пурне те».

7№ хушса пани. Анне çинчен ырă сăмахсем

33

Анне пире мĕн пĕчĕкренех тăван халăха хисеплеме, уншăн тăрăшма вĕрентнĕ… 94 çула çитсе вилчĕ пулсан та паян кун та çĕр çинче анне çуккине ĕненсе çитереймерĕм-ха. Хăй те – куç умĕнчех, сасси те – хăлхара, сăмахĕсем те – чĕре варринчех…Кашни çынна тенĕ пекех пил сăмахĕ калатчĕ: «Ман пек телейлĕ пулăр!» Пĕр вĕçĕмсĕр çак сăмаха калатчĕ. Телейĕ мĕнре пулнă-ши аннен, мăнтарăнăн? Кану мĕнне пĕлмесĕр ĕмĕрне ирттерчĕ. Канас вĕçне кăна улăштаратчĕ. Йывăр ĕçе вĕçлесен арлатчĕ, çыхатчĕ, тĕрлетчĕ, куматчĕ, тĕртетчĕ, çĕлетчĕ.. Çапла канатчĕ те - каллех йывăр ĕç тума пуçлатчĕ… Аннерен ĕмĕрне пĕр усал сăмах та илтмен. Нихăçан никампа ятлаçман. ..Упăшкипе ачисемпе килĕштерсе юратса пурăннă – телей. Тăванĕсем нумай пулнă – тепĕр телей. Вĕсемпе питĕ лайăх пурăннă – тата тепĕр пысăк телей. Ял-йыш çинче сумлă пулнă… Г.Н.Волков, чăвашăн мухтавлă ывăлĕ, этнопедагогика никĕслевçи, академик.

Анне… Мĕн тери çепĕççĕн, илемлĕн илтĕнет çак сăмах. Амăшне юратман, хисеплемен, яланах асра тытман этем сахал пулĕ. Йĕркеллĕ çын тăван амăшне кирек хăçан та пуç тайса ырă сăмах калать. Манăн анне, Варвара Борисовна, 83 çул пурăнчĕ. Вăл хăй ĕмĕрĕнче йывăрлăх нумай курчĕ, çапах та мĕн куçне хупичченех çын тивĕçне çÿлте тытрĕ. Вăл яланах таса чунлă хĕрарăм пулнă. Ман пурнăçăмра, чунăмра мĕн лайăххи, ырри пур, уншăн эпĕ аннене тав тума тивĕçлĕ. Анне мана поэзии çулĕ çине тăма пулăшрĕ, çĕрĕ-çĕрĕпе тăван халăхăмăр сăвви-юррисене каласа паратчĕ. Калас килет сана: пур пек вăя та,Чуна та халăха эп пехилем.Тайма пуçа çĕре çитиех таятăп,Чĕлхемĕн амăшĕ , чăваш аннем! Петĕр Хусанкай, чăваш халăх поэчĕ,

Çеçпĕл Мишши преми лауриачĕ. «Эх, анне, мĕнле чăтатăн-ши эсĕ? Пĕр телей те çук вĕт санăн. Пурнăç йывăр пулсан та ан хуйхăр, хамăр ÿссе çитĕнсен саншăн та савăнăçлă кунсем пуçланĕç. Аннеренех тĕрлĕрен ĕç тума хăнăхса, вĕренсе пытăм: кĕпе çума, тĕрлеме, ака тума, кĕтÿ кĕтме. Анне нумай сăвă-юрă пĕлетчĕ. Аннепе пĕрле юрлаттăмăрччĕ». Çеçпĕл Мишши, чăваш поэзийĕн классикĕ.

34

Манăн юратнă анне – Елена Александровна Мартынова – тĕлĕнмелле ырă кăмăллă çын. Яланах пурне те пулăшма васкать, ăшă сăмахпа йăпатма тăрăшать. Вăрçă-терт нушине тÿснĕ. Ĕмĕрĕпех шкулта ĕçленĕ анне тÿсĕмлĕхĕпе пултарулăхĕнчен паян кун та тĕлĕнетĕп…Вак-тĕвек ĕçе те тĕплĕн пурнăçлама хăнăхтаратчĕ. Хăйĕн ырă тĕслĕхĕпе хавхалантаратчĕ. Пĕчĕкренех çут çанталăк, тăван çĕре юратма вĕрентрĕ вăл…Паян та ачисемшĕн çунать чĕри, пире ырă сĕнÿ-канаш парать, мăнукĕсене ÿстерме пулăшать. Сакăр мăнукне, мăнукĕсен икĕ ачине курсан еплерех савăнать, сăнĕ те çуталать. Сывлăхĕ çеç ан хавшатăрччĕ унăн. Галина Чернова

Анне пулчĕ пирĕншĕн шăпах атте вырăнне, анне пулчĕ пирĕншĕн хăш чух пичче вырăнне, анне пулчĕ пирĕншĕн аслă аппа вырăнне. Суха тытма, каскалама, юлташсемпе туслă пулма, хамăр чыса мĕн пĕчĕкрен упрама пире анне вĕрентрĕ, вăй пачĕ, чунне пачĕ, ятне пачĕ вăл пире. Анне ăшши – хевтере, упрар ăна чĕрере. Амăшĕ пур çын – тăлăх мар. Анатолий Кипеч, чăваш поэчĕ.

35

Анне – сăваплă сăмах, пурăнаканшăн чи çывăх, чи хаклă çын.Анне пулнă çын, сана тав кÿреп:Маншăн сан яту хаклă та таса.Ырă Аннемĕн çутă сăнне эпЧĕрем варринче тытап чысласа.Эй, савнă Анне, манн Аннем эсĕ,Юратап сана пĕтĕм чунăмпа.Чĕлхем уçăлнă «А-анне», - тесе, Санран тутлине курман куçăмпа. С.В.Васильев, инвалид-сăвăç.

…Палах, анне кашниншĕн чи юратнă çын, вăл пуриншĕн те чи хакли, сăвапли, илемли, ĕçченни, ăсли, пултарулли, пĕтĕмпех ăнланаканни. Вăлах – кил-çурт ăшши, пирĕн телей. Анне, Нина Евгеньевна, икĕ çултах тăлăх тăрса юлнăскер, дояркăра вăй хунă, нихăçан та йывăрлăха парăнман. ..Вăл юрлама юратнă тата мĕнле юрланă…! Сергей Кувшинов, чăваш эстрада артисчĕ.

Çăпаталлă ачалăхăм куç умне тухсан – эпĕ ялан сире аса илетĕп, пир сумкăллă ачалăхăм куç умне тухсан – эпĕ ялан сире аса илетĕп, иртнĕ вăрçă çулĕсем куç умне тухсан – эпĕ ялан сире аса илетĕп. Хыçа юлнă çулсем витĕр сирĕн хастарлăха куратăп, сирĕн сăпайлăхăра куратăп. Анне аллисем… Ĕçпе кушăрханă анне аллисем! Тĕнчери чи ачаш алăсем, тĕнчери чи ĕçчен алăсем! Валем Ахун, чăваш писателĕ.

Пуçламăшĕн пуçламăшĕ – хĕрарăм. Вăл Пушкина, Вăл Çеçпĕле çуратнă. Çунат вăл панă Шуршăл ачине… А.Воробьев, сăвăç.

Чăваш юрри хулен янрарĕ, Çаплах вăл чĕнчĕ хăй çумне. Ытарайми анне сăнарĕ Вăраххăн тухрĕ куç умне… А.Гордеев сăвăç.

36

8№ хушса пани. Ваттисен сăмахĕсемАмăш çумĕнче ачи шăнмасть.Амăш чĕри хăй ачинчен ютшăнмасть.Амăшĕ ачине çуратнă чухне çунат парать.Амăшĕ ачине яланах юратать.Амăшĕ вĕрентет йăрă пулма, ашшĕ вĕрентет ăслă пулма.Амăшĕ епле хĕрĕ çапла.Амăшĕ йỹçĕ çисен те, ачисем пылак çинĕ.Амăшĕ пулсан ачи пулать.Амăшĕшĕн ачи яланах ача.Амăшсĕр ача икĕ хут тăлăх.Анне алли çапсан та çемçен çапать.Анне апачĕ пылтан тутлă.Анне ăшши пурне те çитет.Анне ăшши хĕвел пек.Анне вăл хăй çиес çăкăрне те, ĕçес шывне те ачине парать.Анне вăл хĕвел те, уйăх та,çỹл тỹпери çăлтăр та.Анне кăмăлĕ хĕвелрен ăшăрах.Анне – кил ăшши.Анне пилĕ пуç вĕçĕнчех тăрать.Аннерен вĕреннĕ чĕлхене манма çук.Аннерен çывăх тăван çук.Аçу-аннÿ пур чухне пыр та тутă, çи-пуç та питĕ.Аçу-аннÿне суйламаççĕ.Аçун мăрйине ан тÿнтер.Аçун чысна çухатсан, хăвăн чысу та çухалĕ.Аçупа аннÿне хисепле, хăвнах ырă пулĕ.Атте-анне сăмахĕ пăсăк мар.Атте-анне ятне ярас мар.Атте-аннерен хакли никам та çук тĕнчере.Ашшĕ-амăшĕ епле, ачи-пăчи те çапла.Ашшĕ-амăшĕн пиллĕхĕ вутра та çунмасть, шывра та путмасть.Кил илемĕ – килĕнтеш.Кил пуçне мĕнле – кил-йыш та çапла.Кил-çурта вĕлтрен ан пустăр.Килте килĕшÿ пултăр.Тан йăва – чун ăшши.Тăван кĕтес хăй патнех туртать.Тăван кил тĕтĕмĕ пылак.

37

9№ хушса пани. Тĕрлĕ вăхăтра янранă юрăсем

Анне сăнарĕ.(Сăвви А.Гордеевăн, кĕвви Г.Маркияновăн)Тĕксĕмленсен чĕре кăварĕ,Путсан эп тунсăх туйăмнеКулянакан анне сăнарĕВăраххăн тухрĕ куç умне…Ман шухăш-ĕмĕтĕм васкарĕТăван кил-йышăм ытамне.Хĕпĕртекен анне сăнарĕВăраххăн тухрĕ куç умне…Анчах та нумая пымарĕ,Сирсе тĕтреллĕ каç сĕмнеХурланакан анне сăнарĕВăраххăн тухрĕ куç умне…

Çула чĕнсен тăван хыпарĕ,Вăл хускатсан чун хĕлхемнеСавăнакан анне сăнарĕВăраххăн тухрĕ куç умне…Чăваш юрри хулен янрарĕ,Çаплах вăл чĕнчĕ хăй çумне.Ытарайми анне сăнарĕВăраххăн тухрĕ куç умне…

38

Тавах сире атте-аннем(Сăмахěсем В.Шемекеевăн, кěвви Ю.Жуковăн)Иртеç кунсем, иртеç çулсем…Сăн-пит çинче кун-çул утти.Тавах ,аттем, тавах, аннем,–Эсир тăван кĕтес çутти.Сире савса асра тытсанКиле килме тупатпăр çул.Чунра хĕвел–Сире курсан,Сиртен хакли никам та çук.Сĕтел тавра пĕрле ларсанСăмах юхать, чун савăнать.Ачи-пăчи хисеп тусанАтте-аннен куççуль тухать.Ĕçчен, сăпай пулма яланПире вĕрентнĕ çак килте.Манас çуках Сире нихçан,Таван атте, таван анне.

Ан хурлан, анне(Кĕввипе сăмахĕсем Ю Шепилевăн)Шурă юр лапка-лапка ỹкет.Мамăкпа çĕре витет, витет.Йышăнса шур юрăн саламне,Сансăр тунсăхлатăп-çке, анне.Çитĕннĕ те вĕçнĕ йăваран,Çырусем çыратăп хушăран.Çул та час тытмастăп кил енне,Ан ятла ачусене, анне.Халĕ эс ларатăн пуль пуш пỹртре,Çул çине пăхса чỹречерен.Çуркунне, хĕлле е кĕркунне –Пирĕншĕн эс чи хакли, анне.Шурă юр çаплах ỹкет, ỹкет,Вăл манна çула тухма чĕнет.Чун туртать-çке хамăр кил умнее,Ан хурлан, пыратпăрах, анне.

39

Тăван анне(Кĕввипе сăвви Зоя Петрован)Пире тăван анне пилленĕХăйĕн вăйне, чун ăшшине.Ачашласа пăхса ÿстернĕКурмашкăн пурнăç илемне.Пайтах çĕр çывăрмасăр ларнă,Шутланă пирĕншĕн ялан,Йĕре-йĕре хулен юрланă,Чуна хăш чух свлху пулсан.Ĕçре –астар пулма вĕрентнĕ,Патвар пулма кĕрешÿре.Чи ырă туйăмсем вăратнăВăл пирĕн çамрăк чĕрере.Тавах сана, тăван аннеçĕм,Телейлĕ пурнăç куç туллии.Асран тухмастăн ĕмĕр эсĕ,Эс чи хакли, чи хисепли.

Аттепе анне пулсассăн(Сăмахĕсем Виталий ПатшинăнКĕвви В.Адюковăн)Юлташсем нумай пулсассăн,Пурăнмашкăн пит аван.Аттепе анне пулсассăн,Пуринчен те эп пуян.Вĕрентсе ăс-тăн парсассăн,Ятсăр çын та ятлăрах.Аттепе анне пулсассăн,Вăйсăр çын та вăйлăрах.Хÿтлĕхе куллен курсассăн,Ăнăçу çумра ялан.Аттепе анне пулсассăн,Маншăн пур юлташ тăван.Юнашар савни пулсассăн,Йывăр пурнăç çăмăлрах.Аттепе анне пулсассăн,Пирĕн çуртăм шăрах.

40

10№ хушса пани. Кĕнекесен пуххи

41

42

43

11№ хушса пани. Символсен словарĕОтец – оицетворяет Солнце, дух, мужской принцип, привычные силы закона и порядка, противопоставленные женским, интуитивным и инстинктивным силам. Мать – это утроба, невозделанная земля, носительница света, преобразующая сила, дающая жизнь, защитница и кормилица.Огонь – символизирует трансформацию, очищение, дающую жизнь производящую силу Солнца, обновление жизни, оплодотворение, силу, мощь, энергию, невидимую энергию в процессе осуществления, защиту, оборону. На бытовом уровне огонь - это защитный, успокаивающий образ (огонь домашнего очага).Кошка – хитроумие, способность перевоплощения, ясновидение, сообразительность, внимательность, чувственная красота. кошки считались несущими добро священными животными. Бастет, обычно изображавшаяся в виде львицы, считалась богиней-покровительницей луны и связывалась с удовольствиями, плодородием, защитными силамиОтражение – в воде, потоке, стекле символизирует временный феноменальный мир. Может символизировать также истину. Движущийся образ вечности.Дом – символизирует центр мира, убежища Великой Матери, замкнутость и защиту. Культовый дом, хижина или вигвам в племенных религиях олицетворяет космический центр, наш мир, вселенную. Печь – символизирует женскую преображающая силу, чрево и рождение, устройство, способствующее духовному очищению и обновлению. Горящая пламенем печь, в которую по приказу царя Навуходоносора бросили юных иудеев Сердаха, Мисаха и Авденаго - библейский символ духовных испытаний. К изумлению царя, они вышли из печи невредимыми, что доказывало превосходство их Бога перед золотым идолом, которому их принуждали поклоняться. Пища – все символы еды ассоциируются с Богиней-Матерью, например, это - сосуд, кувшин, чаша, кубок, котел, чан, рог изобилия и т. п. Животные, дающие пищу, - это корова, свинья, коза и т. п. Кроме того, пища - это все воды, реки, фонтаны, родники, а также деревья и плоды. На духовном уровне это символы знания, питающие душу и дающие жизнь и бессмертие.Белый цвет –асолютный цвет света и поэтому - символ чистоты, истины, невинности и жертвенности или божественности. Зеркало–правдивость, самопознание, искренность, чистота, просвещение, предсказание.Чаша –романтический символ сердечных устремлений к духовной и физической пище, психического здоровья и бессмертия.

44

12 № хушса пани. Район хаçачĕнче пичетленнĕ заметкăсем.

88№ , 2012 çулхи мартăн 6-мĕшĕ

96№ , 2012 çулхи чÿкĕн 6-мĕшĕ

45