View
27
Download
0
Category
Preview:
Citation preview
ГЕННАДИЙ ЮМАРТ
УЛ+П ЕВ/РЛ/ ПУЛАСЧ/
Шупашкар - 2014
ГЕННАДИЙ ЮМАРТ
УЛ+П ЕВ/РЛ/ ПУЛАСЧ/
С=в=семпе куёарусем
К\ё\н ёулхи ачасем валли
Ч=ваш к\неке издательстви
Шупашкар - 2014
Ё/Н/ ЁУЛ УЯВ/
Епле л=с ч=р=ш хъх\м,
Епле хитре ун теттисем!
Ёуса т=рать й\пхъ-х\м –
Вут-кай=к ев\р ёутисем.
Чечек пек ил\ртълл\
Ёут ё=лт=р ч=р=ш т=рринче.
Ав й=пш=нать сар тил\,
Пакши сикет турат ёинче.
Килет те вашаватл=н
Шур Х\л мучи туяпала,
Хавасс=н саламлать в=л,
Телей сунать Ё\н\ ёула.
Карталанса юрлатп=р,
Ташша яратп=р ушк=нпа.
М\нпур таврал=х кап=р,
Инёе в\ёетп\р шух=шпа.
Й/ЛТ/РПЕ
Ёил пуёлать пите касма –
Вирх\нсе пырат=п.
Ман ума тухать ёырма –
Юр =шне ч=мат=п.
Т\рмешсе ёине-ёинех
Ёырана х=парт=м.
Темиёе анса тинех
Тик\с й\р х=варт=м.
КАЙ+КСЕМ М/НШ/Н Т/РЛ/ Т/СЛ/
Асанне мана калать:
Кураксем каяёё\, тет,
Хура тин\с леш енне,
Тъсеймеёё\ х\л кунне…
Хура тин\с шыв\пе
Чъхенеёё\ пуль вара,
Ёав=нпа та т\с\пе
Й=м=х пурё=н пек хура.
Асанне мана калать:
Сар=кай=к п\ч\к, тет,
Ытарми ч\лхелл\скер,
Сар=-сар= т\сл\скер…
Сар= тин\с шыв\пе
Чъхенсе в=л илн\-т\р,
Сар лимон=н т\с\пе
С=рланса в=л килн\-т\р.
Чи-чи! тесе тем калать,
К=с=я тус чилетет
Ёълл\-ёълл\ туратра,
Сар=, сим\с х=й, хура…
Виё\ тин\с шыв\пе
Чъхенсе ёърен\-т\р,
Ёав=нпа та виё т\спе
В=л вара п\венн\-т\р.
ПАКША
Эй, тамаша!
Й=р= тус=мё=м пакша,
Эс =ёта ёърен,
М\нш\н к\ттерен? –
В=й=м п\тр\ юр ашса.
Ё=мламас хъре!
Ма ч\нмест\н Атнере?
Е чирлер\н-и,
Е писейр\н-и,
Е ёърет\н инёетре?
Пурчч\ сан валли,
Тус=мё=м, с=йланмалли!
Эс =на ялан
Хап=л пулакан –
Ак= м=й=р сан валли!..
Ман=н йыхрава
Илтеймер\н ёав-ёавах.
Уттарам киле
Килн\ й\рпеле.
Кур=н м=й=рне х=вах…
Ак тамаша!
Сисеймен эп, ап=рша:
Эс в=рман х\рне,
Ман=н ёул ёине,
Тухн= ларн=-м\н, пакша!
Ай маттур иккен:
Й=лт та ялт инёе сикен!
Юр\ тар=нран,
Тунс=хлан=ран
Хир\ё тухн= эс п\ччен.
ПЕРКЕЛЕШ/Р, ВЫЛЬ+Р
ЮЛАШКИ ЮРПА
Сив кунсем, сыв пул=р,
Х\л, ылмаш ёурпа.
Перкелеш\р, выль=р
Юлашки юрпа.
Сив\ х\л илем\ –
Шур=-шур= юр.
Х\л часах килейм\,
Юр тытса эс кур!
Ёу, курак т=ман\!
Кураксем килсен
Ёуркунне тапран\.
Яр=н=р унччен!
П/Ч/К ТУРАТНА ПАМ+Н-ШИ МАНА?
Л=псака й=мра
Сар к=ч=к=ра.
Унш=н сар х\вел –
Имл\хл\ эмел.
/нт\ иртенпе
Пин\-пин\пе
Ылт=н хурт с\рлет,
Пыл ш=рши к\рет.
Ч\лт\р ёулё=сем –
В\лт\р ёунатсем
Хускалмаёё\-ха,
Сас тумаёё\-ха.
Ёамр=крах турат
Сим\срех т=рать.
Эй, й=мра, й=мра!
Темш\н чун=мра
К\в\ в=ранать,
К\в\ ш=ранать.
Ман ш=хлич\пе
Ш=нк=рч сассипе
Ш=х=ртас килет,
Сас парас килет.
П\ч\к туратна
Пам=н-ши мана?
К+С+Я
Ч=нк-ч=нк-ч=нк!
Такам шаккать.
П=хр=м та чъречерен –
К=с=я иккен такать.
Йых=рать мана пъртрен:
– Эй!
Чи-чъ!
Ч\в-ч\в-чей!
Кур-ха:
Кун\ –
Хип-хитре.
Урама тухсамчч\,
Эй!
М\н с\нксе ларан пъртре?..
Ах, ч=нах та урамра
Ытарма та ёук аван!
Шыв шаркать-м\н лапамра,
Й=л кулать х\вел паян.
К=с=я туссен сасси
Ян=рать ёинёен-ёинёен.
Т/Л/К
Туссем, эп курт=м каёхине
Тем чухл\ шоколад:
К\рейм\ в=л тарилккене,
Тен, п\р хутаё пулать.
В=рант=м – ё\тр\ куё=мран,
Ыйтат=п аннерен:
– П\лмест\п, – тер\ в=л, –
Курман,
Уй, кай, т\л\нтерен…
– Х=в пат=н-ёке шоколадне:
«Ме кучченеё» тесе.
– Х=ёан?
– Ёывратт=м ун чухне.
Х=в килт\н-ёке илсе.
– +ётан тупам-ха эп ирех?
Ниёта та эп тухман.
Тен, курт=н пул\ т\л\кре? –
Илни те ёукч\ ман…
– М\скер в=л т\л\к?
– Т\л\к-и?
М\не \м\тленен –
Ёыв=рн= чух курнать м\лки.
– В=л кино пек иккен.
Ай-ай аван-ёке т\л\кре!
Шоколадне пит шел:
Туссем, х=налама сире,
Ах, пурчч\ лай=х мел!
КУРАК Ч/ППИСЕМ
Пир\н ял й=мралл=,
Й=мрисем й=валл=,
Й=висем куракл=,
Курак\сем ч\п\лл\,
Ах, ч\пписем –
ч=р! та ч=р!
МАРИНЕПЕ Л/П/ШСЕМ
Кайр\ п\ч\к Марине
Сар чечекл\ с=рт ёине.
Сар чечекл\ с=рт ёинче,
Сар л\п\шсем хушшинче
Сиккелесе в=л ёърет,
Сав=н=ёл=н \нерлет.
Килч\ тухр\ ё=мламас –
Никамран та х=рамасть,
Х=валать л\п\шсене,
Мак=ртать Маринене.
Ёитр\ ашш\ васкаса,
Яч\ в=л йытта хуса.
Тавр=наёё\ л\п\шсем,
Яр=нса в\ёеё в\сем.
Марине тути кулать,
Сулх=н с=н\ ёуталать.
Ё+ЛТ+РСЕН В+ЙЙИ
В=х=т ёитр\ к\ме –
Т\л\кре ёъреме.
Й=лт=рти ё=лт=рсем,
Ч=лт=рти ё=лт=рсем,
Ч=л та чал ёуталса,
Ч\лт\р-ч\лт\р кулса,
Йых=рат=р пире
Инёетри тъпере.
Сир\н в=йй=р иккен
Пит\ сав=к, \лккен:
Пытанат=р самант,
Туп=нат=р самант.
Ав, тепри юнашар
Яр=найр\ й=р-яр! –
Ч=мр\-шим ёырмана? –
Кур=нмасть в=л мана…
Й=лт=рти ё=лт=рсем,
Ч=лт=рти ё=лт=рсем!
Ё\кленесч\ ёъле –
К\мелле-ёке киле.
УЛ+П ЕВ/РЛ/ ПУЛАСЧ/
Ул=п, ул=п, теёё\,
Ул=п в=йл= пулн=, теёё\.
Уй=ха та х\веле
В=л х=партн=, тет, ёъле –
Ё\мр\лсе ан кайчч=р,
Т\нчене курнайчч=р.
Ул=п ев\рл\ пуласч\,
Ыр= \ё т=васч\.
Ул=п, ул=п, теёё\,
Ул=п патт=р пулн=, теёё\.
Т\рл\рен т=шмансене
В=л к\ртмен т=ван ё\рне –
Ч=л та пар тустарн=,
В=р-хурах\ тарн=.
Ул=п ев\рл\ пуласч\,
Патт=р \ё т=васч\.
УЙ+ХПИ ВАЛЛИ
Кил-ха, асанне,
Ман=н в=й= к\тесне.
П\ч\крех кравать
П\р енне лартма юрать.
Пар=п=р =на
Уй=хпи-х\рачана.
Уй=х м\ск\не
Илн\ тетт\н х=й патне.
Т=л=хскер хальччен
Й=л=хр\ пуль п\р-п\ччен.
Кайр\ пуль ш=нса,
Курт=рчч\ в=л =ш=нса.
Пулт=р в=л аппа,
Выль=тт=м вара унпа.
Ёыр-ха, асанне,
Космонавт пичче патне:
Кайт=р караппа,
Тавр=нт=р х\рачапа.
ЯР+НТАР+ТТ+М СИРЕ
Кач-кач качака,
М=йраки ун катрака.
Ун=н ик м=йракинчен
Ик\ кук=ль ёакр=м.
Качакине чи мала,
Виё\ йытта хыёала
Кълт\м те в\ренпелен,
Пушшине шарт! ёапр=м.
Вирх\нейр\ё хайхисем.
Тутл= ёим\ёш\н в\сем
Талп=наёё\ хамлатса –
Кан=ё ёук виё йытт=н.
В\сенчен х=рар\ те,
Хърине т=ратр\ те
Качака т=рс-т=рс! тапса
Мекекек! тет хытт=н.
Мекекек те хам-хам-хам!
Юрласа пырат=п хам.
Сисеймер\м – пасара
Ёитр\м\р хавасс=н…
Кил\р, тус=мсем, часрах!
Ёунашкам ёине лартса
Яр=нтар=п х=в=ра
К=м=л=р пулсасс=н.
К+Ч+РМИ
К=ч=р-к=ч=р к=ч=рми,
Ан ч=рмала чар=нми –
Эс пърте к\ресш\н,
Ашк=нса ёъресш\н.
Хуп-хура та ё=мламас,
Лутрашка, хыр=мламас,
Эс т=мана пуёл=,
Пыс=к х=рах куёл=.
Пур=н эс\ ёырмарах,
Шапапа п\р й=варах:
Икс\р тусл= пул=р,
Т=м й=вал=р, выль=р.
Ёинёешке урусемпе
+м=ртса эс чуп ёилпе.
Ёуй=хаш та хытт=н,
П=лт=р-палт=р ытк=н.
К=ч=р-к=ч=р к=ч=рми,
Ан ч=рмала чар=нми:
Эп сана к\тменчч\,
Х=нана ч\нменчч\.
Ал=к уё=лч\ те ак –
Сикр\ к\ч\ п\р кушак.
Ах, кушак, х=ратр=н –
Сехрене х=партр=н.
Х/РЛ/ КАЙ+К
К=с=я юман ёинче
Сиккелер\ п\р кана.
Еш\л ёулё= хушшинче
Ё=м=л мар тупма =на.
– Сим\с кай=к, ав=, кур:
Сим\с ун ёунач\сем,
П\сехи ёинче ун пур
Сар=-сим\с т\к\сем, –
Тер\ п\ч\к Эрине. –
Эп\ – х\рл\ кай=к, – тет,
Ш=лкалать х=й тумтирне.
К=с=я пек сиккелет.
Х\рл\ тут=р та пушмак,
Х\рл\ т\сл\ ун к\пе.
Кай=к пек ёунат сулма
Х=лаёланать аллипе.
Ш+ПА С+ВВИСЕМ
1
П\ррем\ш\ – П\ркке,
Икк\м\ш\ – Икенпи,
Виёё\м\ш\ – Виёенкей,
Т=ватт=м\ш\ – Тав=т,
Пилл\км\ш\ – Пилтирек,
Ултт=м\ш\ – Ултиван,
Ёичч\м\ш\ – Ёичкеней,
Сакк=рм\ш\ – Сакарук,
Т=хх=рм\ш\ – Т=хтапи,
Вунн=м\ш\ – Вуниле,
Сик тух!
2
Эп\ – кашк=р,
Эс – куян,
Эс\ – тил\,
Эс – упа,
Эс\ – пур=ш,
Эс – п=ши,
Эс\ – сунарёи.
3
Мак-мак Макмаккай,
Так-так Такмаккай,
Шак-шак Шакмаккай,
Чак-чак Чакмаккай,
Хак-хак Хакмаккай,
Куё хупмашк=н эс\ кай!
4
Ик\ тант=ш, ик\ х\р –
Пълерпипе С=варпи
П\р канашл= пулч\ё те
Тухр\ё Шур= Ат=ла.
Шур п=рахут килч\ те –
Кайр\ё шур Шупашкара.
Юлассу килмест пулсан
Х=в=ртрахх=н тух та чуп.
5
Й=лт=р-й=лт=р
Ёут= ё=лт=р
Й=л ёутатт=р,
Й=лт=ртатт=р.
Ё=лт=рсем патне п\р хар=с
Караппа ак пурте тар\ё.
Ёыв=рса юлаканни –
Хуралёи пулаканни.
ТЫТ МАНА
Эй, чуп, х=вала,
Пир\нпе п\рле выля!
Чирл\-чирл\ ёын пекех
Эс ёърет\н тек-текех.
Пул в=р-вар, ан пул лъппер,
Спортсмен пек эс ут чипер.
Эй, чуп, х=вала,
Пир\нпе п\рле выля!
Эп\ тар=п – тыт мана,
Тыт=п эп вара сана.
КУР+НМАН Ё/Л/К
(Хал=х с=махл=х\нчен)
Ун чух атте ёуралман,
Ёуралма та шутламан –
Асаттепе тип варта
Ёъретт\м\р сунарта.
Ёит\нмен х=вал=хран
Сикр\ тухр\ =нс=ртран
Ёуралман куян ёури.
Курч\ =на сукк=рри,
Урас=рри ёитр\ те,
Ал=с=рри тытр\ те,
Туман ё\ё\ тупр\ те
Тирне сър\ асатте,
Тенк\ ёитми ё\р пуса
Яч\ те =на сутса,
Пач\ ё\л\к туянса,
Халь ёърет\п т=х=нса:
Ёын куёне х=й кур=нмасть,
Эп пуррине к=тартмасть.
ЁУМ+Р
Ш\велсе ёывхарч\ п\л\т,
Яч\ в=л шерпет сапса.
Й=р-й=р х\л\х, пин-пин х\л\х
Т=ч\ к\в\ каласа.
Айккинче х\вел ёърер\,
К\ренлетр\ в\сене.
Унк=н-унк=н эрешлер\ё
Тумламсем п\ве питне.
Карч\ асамат к\пер\
Ёич\ т\сл\ т\ррине:
«Тъпене х=пар=р, – тер\, –
Кур=р ё=лт=р т\нчине!..»
МЕРЕККЕ
– Эх, курт=м та мерекке! –
Тесе калать Каринкке.
– М\н в=л, – тер\м, – мерекке?
Каласамчч\, Каринкке.
– Мерекке в=л… мерекке, –
Тесе пуёлать Каринкке. –
Лашине кълсе п\рре
Тухр\, тет, Кукша хире,
Тиесе килет к\лте,
Ш=х=рса пырать ёълте.
Лав\ пит\ пыс=кран,
Турттармашк=н йыв=ртан
Пул=шас тет лашине:
Илч\ в=л п\р к\лтине,
Х=рах уран лав ёинче
Й=тса пырть аллинче!..
Ёак= пулать мерекке, –
Тесе калать Каринкке.
– Мерекке, эппин, вара –
Кул=ш тавраш, мыскара!
КУЛ+ШЛА Й+РАН
Пет\рккепе Хвет\ркке
Ах=лтатма ч\р\-ёке.
Кул= чир\ лекн\рен
Тертленеёё\ кунсерен.
Ак= й=ран чавмалла,
Пахча ёим\ё акмалла.
К\реёене илсенех
Чир аптратр\ в\сене:
Каёса кайса култарать,
/ёлеме ч=рмантарать.
Пурп\р сапр\ё ш\в\рсем
Т\рл\ ёим\ё в=ррисем.
Ш=тр\ тухр\ тем\н те,
Палласа илейм\н те:
Киш\р теес – укроп пек,
Укроп теес – кур=к пек;
Пур п=рёалл= в\лт\рен,
Х\рл\ м=к=ньл\ пиёен;
Пур суханл= сар к=шман…
М\н к=на ш=тса тухман!
П/Ч/КЁ/ ПАЙТУЛ
Чъречерен п=хкалать,
Калл\-малл\ уткалать
Й=п=р-яп=р Кулине.
К\тр\-к\тр\ ыв=льне,
Тухр\ утр\ урама
Ш\в\рккине шырама.
Леш х\ё тытн= та алла,
Унталла та кунталла
Сулать унпа в=ш та ваш,
Кас=лать в\лтрен ч=ш-чаш.
– М\н т=ват=н, =ётиёук!
К\р киле часрах, Куёук! –
Тер\ ам=ш ёывхарса.
Леш калар\ тав=рса:
– Куёук мар эп халь, Пайтул,
Малашне астун= пул.
– Е Пайтул эс, е Куёук –
Ун=н уйр=мл=х\ ёук.
– Пайтул патт=р пулн= тет.
Ман ун пек пулас килет.
– Эп илтмен-ёке ун ёинчен.
– Ыйт-ха кърш\ Энтринчен.
Кайн= в\сем ушк=нпа
П\р музее машшинпа.
Пайтул х\ёне тытр=м тет,
Ъкеретт\м, ч=тр=м тет.
Хурё= х\ё\ кук=р тет,
Кук=р тет те йыв=р тет.
Пайтул патт=р ёав х\ёпе
Ёап=ён= улпутсемпе.
Пулн= тет в=л утаман,
Патшаран та х=раман.
Ун ёар\пе кун\пе
Ёап=ён= чух=нсемпе.
Кун\ т=н= шартлама.
Йыв=р килн\ кар! т=ма.
Кам х\ёпеле, п=шалпа,
Кам сен\кпе, ёавапа
Ёап=ён= тет ун чухне.
Хурё= х\ё\н хуё=кне
В=рё= с=рч\ пат\нче
Тупн= тет Карай енче.
Пайтул пулн= ч=вашах,
Пытарма ёав таврашах
Пытарн= тет Пайтула.
Тертлентерн\ те ытла,
П\ри сутн= патт=ра,
Тытн=, ёакн= тет вара.
– Темле в=рё= пулнине
Хам та п\ч\кё\ чухне
Илтн\чч\ кукаёунтан,
Т\л\нн\чч\ё =ав унтан.
Халь атя киле, васка,
Сив\нсе каять яшка.
– К=тартма Пайтул х\ёне
Илсе кай-ха музейне.
– Юрать, юрать, Пайтул=м,
Эс х=в та патт=р пул=н.
Хал\ каяр килелле,
Ёимелле, в=й илмелле…
Куёукпала Кулине
Х=в=рт утр\ё кил енне.
Сав=нса ача палкать,
Пыс=к ёын пек пускалать.
ТУХ, ВИННИ-ПУХ!
Винни-Пух!
Винни-Пух!
Вылямашк=н тух!
Упа-упа утаман,
Кампала выляс-ха ман?
Тус=мсем килмен кунта.
Эс ёърен пуль в=рманта?
Винни-винни, Винни-Пух!
Х=в=ртрахх=н эс\ тух!
Чу-у-у!
Икк\н ярн=п=р
Чуччу!
АН ТИВ!
Чи-ч\в-чив!
Чи-ч\в-чив!
Ах, ан пыр т\м патне!
Ан х=рат ч\псене.
Ах, ан тив!
Ах, ан тив
Эс\ ман й=вама –
Х\р\ме, ывл=ма!
Эс\ – ул=п-этем.
М\нлерех-ха к\ртем
Ък\те эп сана?
Тархаслат=п к=на:
Эп, ан тив, п\ч\кскер,
Ёерёи пек т\сс\рскер,
Ан тив, х\рл\ хъре,
Пур=насш=н ч\ре.
Чи-ч\в-чив!
Ах, ан тив!
ТИРКЕШЪ
– Э-э-эй, т=рнакка!
– Эс\ ху лутака!
– Э-э-эй, тилп\рен!
– Эс\ – в\лт\рен!
– Эс\, эс\... – мармелад!
– Эс\ – шоколад!
– Ха-ха-ха!
– Ха-ха-ха!
УТЬ+ККА
Уть=кка! Уть=кка!
Ёит\нсемчч\ маттуркка.
Х=лаёланса аллупа,
Талт! тапса яр урупа,
Вирх\нсе в\ё вирелле,
Ё=м=лл=н сик ё\релле.
Услап ък\ урайне,
Эс\ т=р ура ёине.
Ул=п пек пулсам патвар,
Ё\кленсем татах в=р-вар.
Х+В+РТРАХ ЁИЕР
Асаннъ икерч\
Пикенсех п\ёерч\.
Ёу та с\рн\ ун питне,
Пыл та с\рн\ теприне.
Ав, пиччъ ёиет п\ччен,
В=л ёисе п\териччен
Х=в=ртрах ёиме пуёлар,
Ун пек пыс=кк= пулар.
САНПАЛА ВЫЛЯСЧ/ МАН
– Хам-хам! Эй, Раман –
Никамран та х=раман!
Ма п=хмаст=н ман енне?
Е илтмест\н ч\ннине? –
Тет п\р анч=к Рамана,
Куё илми с=нать =на:
Хърине те п=тратать,
Ик уран та в=л т=рать.
Леш\ ёырла н\т\рет,
Камите асилтерет –
К=ппи-каппи ёинипе
Вараланн= п\т\мпе.
– Хам-хам! Эй, Раман!
Санпала вылясч\ ман.
Ёит\ \нт\ к\ттерсе,
Ёит\ ёырла н\т\рсе!
Эй, Раман! Сисмен хутран
Ёырт=п ак= урунтан.
АН МАК+Р
П\ч\кёеёё\скер\м,
Ёыв=рах чиперр\н.
П=р=на-п=р=на ан мак=р –
П=р=нса ларай=н ак=.
Чых=на-чых=на ан мак=р –
Чых=нса ларай=н ак=.
Турт=на-турт=на ан мак=р –
Турт=нса ларай=н ак=.
Сан аннъ те ум=нта,
Сан аёу та ёум=нта.
/ёес тесен – тюттю пур,
Выляс тесен – теттъ пур.
П\ч\кёеёё\скер\м,
Ёыв=рах чиперр\н.
ИК/ ЁУРА
Чупр\ тухр\, – п\л\р-и? –
П\ч\кёеёё\ тем ёури.
Х=й ун-кун п=хса илет,
Шур ё=мха пек сиккелет,
Ё\р ёумне те й=пш=нать,
Сыхх=н-сыхх=н ш=в=нать.
+нс=ртран хура ё=мха
Сикр\ пыч\ ёыв=ха.
Хай пуёлар\ё выляма –
П\р-п\рне х=валама.
Шурри тарч\ т\м хыёне,
Мяв-мяв! тер\ в=л лешне.
Хамлатса ёърет хури,
Леш\ халь ч\нмест юри.
ЁУЛЁ+ Т+К+НАТЬ
Ёил ачи сархайн= ё=кана,
Илешет те п=лхатать к=на.
В\лт\р ёулё= ё\релле тарать,
Ёил ачи те хыёранах пырать.
Ёул ёинче выляёё\ ёулё=сем, –
Карталанн=, ёавр=наё в\сем.
В\лт\р сар= ёулё= х=в=ртрах
Тыт=нать чупма в\сем тавра.
Пытанасш=н пулч\ в=л ёилтен –
Ёил ачи унран юлмасть иккен!
КАТ+РКАС
Кат=р-кат=р кат=ркас
Ил\ртмешк\н пит хавас.
Ёырлине татма т=ран –
Аллуна картах туртан:
Яшт! чикет те й\ппипе
Уткалат=н айккипе.
Ун т=п=рка ёырлине
Тат сирсе тураттине.
АЙЯРА
(Юлиан Тувим майл=)
Юр=ёкасси ял\нче,
Янтаян урам\нче,
Пур=нать, тет, Айяра
Айяруёпа п\р ёуртра.
Пур, тет, в\сен чиперкке,
Айярпи текен х\ркке.
Пур, тет, ыв=л, маттуркка –
Юр= =сти Айяркка.
Пур, тет, йыт= та – Улай,
П\ч\к Улай-Айярлай.
Пур, тет, м=р=лкка кушак,
Юр=ё-кушак Айяршак.
Ёут= шуё=м ё\кленсен,
Й=п=р-яп=р чей \ёсен,
«Ай-я-ра!» тесе п\рле
К\теёё\, тет, х\веле.
Ш=планаёё\ п\р авка,
Мала тухать Айяркка,
Ал= с\лтсе ярать ёеё –
Пурте юрра пикенеё.
Кърш\ре те урамра
Юр= янрать: «Ай-я-ра!» –
Ёурт ум\пе иртекен
Ёав юррах юрлать иккен.
Лашапа килет Сарпай,
Сар= Сарпай-Айярпай,
Машшинпа иртет Макар,
Акар-Макар-Айяркар,
Ёырупа ёърет Ёерук,
В=р=м Ёерук-Айярук.
Айяруё=-пул=ё=
Пулла васкать пул\ ёав.
К\тъпе каять Пракух,
К\тъё Пракух-Айярух.
Ма юрлам\ шкул ачи –
Шкул ачи-Айярачи –
В\сене в\рентекен
Х=й те халь Айяртекен.
П\т\м кай=к таврара
Янратать: «Ай-я-ра-ра!..»
Юр=ёкасси ял\сем –
Пурте юр= =стисем.
ЭРНЮК АППА АЧИСЕМ
(С=в=-туптару)
Ёич ача Эрнюк аппан,
В\сене паллат=р-и?
Ёъревре в\сем паян,
П\ринчен юлмасть тепри.
Чи малта утать Тунти,
Салтакла – т=н-т=н утти.
Тунти-тунти-тунти-тун!
Параппан тънтлетр\ ун.
Икк\м\ш\ – Ытлари,
Янк=сс=н каять юрри.
Ян=рать урам варри:
– Хар=с-хар=с утар-и?
Виёё\м\ш\ – Юн пике,
С=н\пе в=л – х\м ёеёке.
Тут=р ёыхн= в=л х\рле,
Ун к\пи те х\п-х\рлех.
Й=м=к\ ун – К\ёнерни,
К\ё\нрех пулсасс=н та,
Ёинёерехх\н к=шк=рни
Илт\нет таёта-таёта.
Пилл\км\ш ачи – Эрне, –
Й=лт=рти тухьялл=скер.
Ш\лт\р-ш\лт\р пукане
Тей\н эс\: пит чипер.
Ш=х=ртса ярать Ш=мат
Ш=нк=рч сас=лл= ш=хлич\.
Яр та яр пусса утма
Ё\н\рен кашни в=й илч\.
Ёичч\м\ш\ – Вырсарни,
Выляса пырать хыёра.
Мыскарас=р пур=нни
Пур=нни те мар вара.
К/ТЕРНЕ
Илсе пач\ те анне
Пурё=н тумл= пукане,
Тирпейлер\м краватьне,
Тек чупат=п ун патне.
Ачашлат=п ун ёъёне,
Ёитерет\п ёим\ёне,
Е юрлатп=р х=ш чухне,
Е ташлатп=р ташшине.
В=л итлет эп хушнине,
Т=н! т=нлать каланине.
В=л ман пепкем выр=нне,
Яч\ ун=н – К\терне.
АЧА-П+ЧА ХУЛИНЧЕ
Чуччусем кунта тем чул,
М\н т\рли к=на ёук пуль!
Шикленетт\мчч\ ларма,
Х=н=хр=м та яр=нма
Сулл=нт=м ёълтен ёъле
Сывл=ш=м пъл\нмелле.
Т\рл\ п\ч\к к=руёёел –
Ёавр=нма к=на эс п\л:
Е тытса пыр карл=кран,
Е сиксе лар аякран.
П\ринче, ч=нах, т\нче
Чал=шмашк=н тыт=нч\.
«Ытлашши эс ан васка», –
Тет атте л=пка-л=пка.
Й=л=хсасс=н яр=нса
Ыттипе кур сав=нса.
П\ч\к =й=р – ёилёунат
Ё\кленет те ус=нать,
Пуск=чне пусма к=на
Ан шелле эс в=й-хална.
К\некепе юмахри
Патт=рсем те тем тери
Ил\ртеёё\ к=м=ла:
Ул=п ачи йышпала
Туслашма шутлан= та,
Ачасене в=л кунта
К=тартать хастарл=хне –
Кар=нтарать уххине.
Ёыв=храх – Лапшу Ётаппань,
Тавр=нать в=л сунартан.
Ларн= ёунашки ёине,
Кълн\ х=й куянсене.
Юланутё= Сентти пур,
К\вентине пит маттур
Утланса в=л чуптарать,
«П=р=н=р!» – тет, к=шк=рать…
П\ч\ккисен хулинче
Т\л\нмелли – п\р т\нче!
ТУПТАРУСЕМ
1
Унс=р сав=к мар Ё\н ёул,
Ун тавра выля та кул.
Еш\л ч=р=ш й=лт=рти,
Ёитм\л ёичч\ ун тетти.
2
Ту-ту-тут! В=л к=шк=ртать,
Тем\н те п\р турттарать.
3
Му-ук! тесе мак=рать,
В=л пире с\тне парать.
4
П\рре тухса п=хсасс=н –
Ёурла пулса кур=нать,
Тепре тухса п=хсасс=н –
Ё=мха пулса кур=нать,
Татах тухса п=хсасс=н –
Таёта тарса пытанать.
5
Эп тапат=п урапа,
Эс пултар тытма алпа.
6
В=л пулать-м\н т\рл\рен:
Ш=л тасатать ирсерен,
Тепри пушмак ёутатать,
Леш тумтире якатать.
7
Уяв ёитсен – ёурт ёинче
В\лк\шет ёил уёёинче.
8
Сипл\-имл\ кур=кран
Тун= тет =на.
Чирлесесс\н =нс=ртран
Сыватать сана.
9
К=нт=рта пурнать ч\р чун:
Йыв=ё ёълл\ш м=й\ ун.
10
Юр п\рчинчен пыс=к мар,
Х=рамасть в=л этемрен:
С\мс\ркке те в=л хаяр,
Хытт=нах ёыртать ътрен.
11
Ёич\ т\сл\ пурё=н кар=
Ат=л урл= кар=нать;
Й=м=х х\рл\ те сап-сар=,
Сим\с т\сл\ кур=нать.
12
Ёатма ёине сар=лать,
К=вар ёинче саралать,
Ёу с\рсесс\н – ёуталать,
Тутл= ёим\ё в=л пулать.
13
Хура ёунат кай=к пур,
Т\л\нтерм\ш х=ват пур:
П\р сулать те ёунатне –
Ёухатать кун ёутине.
14
Ч\лт\р-ч\лт\р шур ч\нт\р
Турат ёине тир\нн\.
Ёил тухсасс=н силлент\р –
Ё\р ёине в=л сирп\н\.
15
Асатте хапха уёать,
Асанне ё=мхи тухать.
16
Ылт=н ал=к уё=лать –
Ёутёантал=к ёуталать.
17
Каср=м-ёурт=м юмана –
Пулч\ ик\ такана.
Тинкеререх п=хр=м та –
П\рер ёуркам пур унта.
18
Пурё=н тут=р ёыхн=скер,
Сим=с енч\к тытн=скер.
19
Ёит\нет в=л к=нт=рта,
Ик пуё\нчен ш\в\рлет.
Сар= ч\лли ё=варта
Пыл пек тутл=н ир\лет.
20
Хурё= к=на ч\рни пур,
Ё\ре чавма ънер пур.
21
Ч\мс\р пичче ум=мра,
Пин ал= ун, п\р ура.
22
Ашш\н п\в\ яштака,
Ам=ш кук=р-мак=ркка,
Х\р\ ъсн\ л=пс=ркка,
Ыв=л\сем хаяркка.
23
Асламас=н ик\ х\р,
Икк\ш\ те пит чипер:
Ылт=нтан тухйи п\рин,
К\м\лтен тухйи теприн.
Туптарусен тупс=м\сем: 1. елка, 2. грузовик, 3. \не, 4. уй=х, 5.
футбол, 6. щетка, 7. ялав, 8. эмел, 9. жираф, 10. ъпре, 11. асамат
к\пер\, 12. икерч\, 13. каё, 14. пас, 15. х\вел, 16. ирхи шуё=м, 17.
й\кел, 18. м=к=нь, 19. дыня, 20. плуг, 21. йыв=ё, 22. х=мла, 23. х\велпе
уй=х.
КЕРМЕНККЕ
Кант=к пек яка ёулпа
С=пка пек автобуспа
Хир-в=рман кура-кура
Ёитр\м шур Шупашкара.
Ёълл\-ёълл\ ёурч\сем,
Ёап-ёутах чъречисем.
Урамсем т=ршши – ё=ка,
Сунч=к ев\р, л=псака.
Тим\р карл=кл= к\пер
Ч\нт\рлен\ пек чипер.
К\т\м кайр=м п\р ёуртне –
Асл= ыв=л хваттерне.
Ал=к уёр\ё тухх=мра:
Салампи т=рать умра –
Каё=ркка с=мсалл=скер,
М=йрака ёив\тл\скер.
Урт=нать м=нук м=йран,
Ыталать м\нпур в=йран.
Чанк=л-чанк=л-чанк=лти
Чар=нми пуплет тути…
Шерпетпе х=наласан,
Калаёса ларкаласан,
Ч\нч\ в=л аслашш\не
Х=й\н в=й= к\тесне.
П\р чърече пат\нче
Хъш\ пекскер – ак т\нче!
Хыёл= пукан хыё\нчен,
Хыёне лартса ку енчен
Кантрапа к=карн= та,
Кап=р тут=р карн= та
П\р т=ватк=л пълн\-м\н.
Ал=к та пур пъл\м\н:
Чъречен\н чаршавне
Ик\ в\ёне ик енне
Карл=к урл= ян= та –
Ун=н ш\в\р т=ррине
Юр пек шур= хут ёине
Тун= тухн= чечексем,
Ё=лт=р ев\рл\ х=йсем.
Чечек-мечек картине
Ш=п та шаях варрине
Ёырн= хун= с=в=лла,
С=в=лла та ч=вашла:
«Кил\р, кил\р х=нана,
Эп\ хап=л яланах!
Юратат=п выляма,
Юрлама та ташлама.
Йых=рать Нарспи сире,
В=л к\тет керменккере».
– Ку м\нле Нарспи тата?
Керменкки вара =ёта?
– Эс м\скерле, асатте, –
Курмаст=н-им ним\н те? –
Тет м=нук=м, ъпкелет.
В=л хайхи хъшше т\ллет:
– Ку пулать, ак, керменкки –
Юмахри кермен пекки.
Керменккере чиперкке,
Хай Нарспи текен х\ркке… –
П=хр=м та ал=к\нчен –
Ч=н, кермен пекех иккен:
Янк=р ёут= чърече,
Чечексем – чълмек ёинче.
Тавралла – хитре пукан:
Кил, тархасш=н, – лар та кан.
Виё-т=ват= пукане
Ларн= тухн= п\р енне.
С\телли тулли ёиме –
Ан в=тан пырса илме:
Ёырлапа улма, шерпет,
Сар= м=й=р ил\ртет.
Тем\н чул тетте т=рать –
Куё=м-пуё=м алч=рать.
– Кураймар=м-ха кунта:
+ётарах Нарспи тата? –
Тет\п эп ун-кун п=хса.
Салампий\м васкаса:
– Лар-ха, – тет, – пукан ёине. –
Х=й тытать п\р пукане:
– Ак Нарспи. Эс кур-ха, кур:
Пуё\нче тухйи те пур,
Т\р\лен\ к\пине,
Ёакн= ян= ш=рёине.
Ыттисем – ун тус\сем,
Х=нара паян в\сем.
Й=лт=рти пуёк=ш=льпе,
В=р=м-в=р=м к\пипе
Килн\ ёитн\ аякран,
Аякран та Мускавран.
Выр=с х\р\, ыр пике –
Василиса чиперкке.
Й\к\ч\ пулать грузин,
К=нт=ртан в=л, й=р=с ёын.
Т\р\лл\ калпакпала,
Х\рл\ ш=лаварпала –
В=л пулать тутар пики,
Пит ёемёе ун пушмакки.
Сахал мар Нарспин туссем,
Килеймен кунта х=шсем…
– Кам туянн= кусене?
– Парнелен\чч\ анне.
Тум-юмне ё\лер\м хам –
Пул=шман мана никам.
– Ай =ста иккен те эс!
Юмахри пек ку к\тес…
– Асатте, эс кур-ха, кур:
Ташлама в\сем маттур, –
Тет м=нук=м к=м=лтан.
Нарспие илет малтан,
Тыт=нать к\в\леме,
Ташлаттарса ёъреме:
Линкка-линкка к\ввипе
Шутарать пушмак\пе,
Аллине те султарать,
П\р выр=на ёав=рать.
Ак тухать Мускав пики:
Ёъл к\лелл\ пушмакки
Ш=к=рт-ш=к=рт тутатрать,
П\р ё\рте тапса т=рать.
Грузина черет ёитет:
Тухн= май=н ялт сикет,
В\тт\н-в\тт\н в=л утать,
Ч\вен т=ч\ те – чупать,
+м=рткай=к в\ён\ пек,
Ё\кленсе ёърет в=л тек.
Тухр\ ак тутар пики,
Кил\шет утти-сикки:
Тай=лать енчен енне –
Т\рл\рен \ё тунине
Аллипеле к=тартать,
Т\к пек ё=м=лл=н утать…
Курасах килет пулсан,
Хуш=ран ерёъ тупсан
Ёит\р шур Шупашкара,
Юлм\ к=м=л=р вара.
Т/РЛ/ ХАЛ+Х С+ВВИ-ЮРРИ
КАМ В+ЙЛ+РАХ Т/НЧЕРЕ
(Балкарсен)
– Х\вел в=йл=рах ёак= ёут т\нчере,
В=л чи х=ватли ёак= ёут т\нчере!
– В=л чи х=ватли ч=нахах та пулсан –
Хуплайм\чч\ п\л\т =на них=ёан!
Эппин, п\л\т ёеё в=йл=рах т\нчере,
В=л чи х=ватли ёак= ёут т\нчере!
– В=л чи х=ватли ч=нахах та пулсан –
Шывне ё\р илейм\ унран них=ёан!
Ё\р ёеё в=йл=рах ёак= ёут т\нчере,
В=л чи х=ватли ёак= ёут т\нчере!
– В=л чи х=ватли ч=нахах та пулсан –
Ёиейм\чч\ сур=х ёаран них=ёан!
Эппин, сур=х ёеё в=йл=рах т\нчере,
В=л чи х=ватли ёак= ёут т\нчере!
– В=л чи х=ватли ч=нахах та пулсан –
Путек парас ёук х=нана них=ёан!
Х=на в=йл=рах ёак= ёут т\нчере,
В=л чи х=ватли ёак= ёут т\нчере!
– В=л чи х=ватли ч=нахах та пулсан –
Ш=ши касас ёук й\нерне них=ёан!
Ш=ши в=йл=рах ёак= ёут т\нчере,
В=л чи х=ватли ёак= ёут т\нчере!
– В=л чи х=ватли ч=нахах та пулсан –
Кушак ш=шие тытас ёук них=ёан!
Кушак ёеё, эппин, чи в=йли, х=ватли,
Минтер\ те ун чи ёемёи, чи х=тли.
Ёиет в=л ёынсен чи паха ёим\ёне,
Ун чап\ саланн= т\нче талккишне.
ТОДОРЧО
(П=лхарсен)
Тодорчо ларать садра
Еш\л кур=к хушшинче,
К\лчечек\н ай\нче,
Л=ст=р сирень т\лнерех.
К\неке уёа-уёа,
Ёырнине вула-вула,
В=л й\рет куёёул\пе.
Ам=ш\ те, ашш\ те
Ан курайчч=р теейсе,
Й=п=рттин ш=лса илет.
Пурп\р курч\ ам=ш\,
Тодорча ёапла калать:
– Тодорч=ё=м-Тодорчо,
Ма й\рет\н, ыв=л=м?
Ёап=ёса вилмен аёу,
Сан аннъ те сыв=-ёке…
МИХХЕ ПЕРСЕ ЧИКЕЁЁ/
(Еврейсен)
Карч=ккипе старик\
Ёъреёё\ урамра.
Тем пыс=к=ш ик мих\
Пур, тет, в\сен ёумра.
Х=йсем х=руш= сасл=,
Килтен киле ёъреёё\.
Макра ача курсасс=н,
Миххе персе чикеёё\.
ЁИЧ/ ЫВ+Л
(Еврейсен)
Пур=нн=, тет, п\р пъртре
Карч=к ёитм\л ёичч\ре.
Пур=нн=, тет, унпалан
Ёич\ ыв=л\ ялан:
Ёак=н ев\р пуёл=,
Ёак=н ев\р куёл=,
Ёак=н пек х=лхалл=,
Ёак=н пек сухалл=,
Ёак=н пек хыр=мламас,
Ёак=н ев\р кутамас,
Ёак=н ев\р алл=,
Ёак=н пек уралл=.
Ним\н те \ёесш\н мар,
Ним\н те ёиесш\н мар.
Пур=наёё\ ыр курса,
Пур=наёё\ юрласа –
Суеёсем те в\ръёсем –
Ёав=н ёинчен юррисем,
Ёилёунатл= ут ёинчен,
П\ч\кёеёё\ йыт ёинчен.
Ать=р эп\р те пуёлар,
В\семпе п\рле юрлар.
СЮЗОНПА Л/П/Ш
(Французсен)
Сюзон шкула каятч\,
Ун шкул\ ёыв=хра.
В\ёме пуёлар\ л\п\ш
Сюзон й\ри-тавра.
В\ёме пуёлар\ л\п\ш
Сюзон й\ри-тавра.
Сюзон =на калар\:
– Ална парсам, ара! –
Сюзон =на калар\:
– Ална парсам, ара!
Шкулта эс в\ренмест\н,
Пурнат=н ырл=хра.
Шкулта эс в\ренмест\н,
Пурнат=н ырл=хра.
Хавасл=н ёавр=нар-и
Урам й\ри-тавра?
Хавасл=н ёавр=нар-и
Урам й\ри-тавра?
Сыв пул, сыв пул, т=ван=м,
Янрар\ ш=нк=рав!
БУТЕРБРОД
(Ак=лчансен)
Пут\р-пут\р бутерброд
Ирхине
Хапхаран п=хса т=рать
Тул енне.
В=л ёъресш\н уё=лса
Ир\кре,
В=л курасш=н выляса
Ёеремре.
Х\рл\ питл\, к=п=шка
Булк=на
Ил\ртет в=л аякка
Х=нана.
Чанк=лтатр\ё чаш=ксем,
Ятласа калаё в\сем:
«Эй, ухмах,
Ан х=й тухма,
Хапхаран инёе кайма-утма.
Тухсанах
Ак сана
М=р-м=р хып\ кап! к=на.
М=р-м=р хып\,
М=р-м=р хып\,
М=р-м=р хып\
Кап! к=на».
+ЁТА ПУЛТ+Н, КАЧАКАМ?
(Латышсен)
+ёта пулт=н, качакам?
– Арманта, арманта, ыр хуёам.
Унта эс\ м\н тур=н, качакам?
– Тул=-ыраш пуётарт=м, ыр хуёам.
М\нпе ш=лса пуётарт=н, качакам?
– Сухал=мпа, сухал=мпа, ыр хуёам.
+на м\нпе эс виёр\н, качакам?
– М=йракапа, м=йракапа, ыр хуёам.
+на м\нпе х=йрар=н, качакам?
– Ч\рнемпе, ч\рнемпе, ыр хуёам.
Чикмер\н-и в=рласа, качакам?
– В=рлар=м ёав, в=рлар=м, ыр хуёам.
Тытмар\ё-и, качакам?
– Тытр\ё\ ёав, тытр\ё\, ыр хуёам.
Х\немер\ё-и, качакам?
– Х\нер\ё ёав, х\нер\ё, ыр хуёам.
Сана м\нпе х\нер\ё, качакам?
– Вут сыппипе, вут сыппипе, ыр хуёам.
Мак=рмар=н-и, качакам?
– Мак=рт=м ёав, мак=рт=м, ыр хуёам.
Эс\ м\нле мак=рт=н, качакам?
– Мекеке-ек, мекеке-ек! тер\м, ыр хуёам.
КУЯН ЫВ+Л/СЕМ
(Латышсен)
Виё\ ыв=л куян=н,
Ылт=н ал= пурин те:
Тим\рё\ тет Петтер\,
Янис к=мр=к хат\рлет,
Виёё\м\ш\, Якк=в\,
Ёърет в=р=м ким\пе.
ПЪРНЕ В+ЙЙИ
(Йорубасен)
Ку калать:
– Хыр=м выёр\ – ч\п\тет, – тет.
Ку калать:
– Анне килте ёук, – тет.
Ку калать:
– Кърше кайса ёиер, – тет.
Ку калать:
– Хуёи тытать, – тет.
Ку калать:
– Эп хуралта т=р=п, – тет.
ИНИ, МИНИ
(Американецсен)
Ини, мини, майни, май,
Уринчен пулла тытай.
К=шк=рсасс=н в=л «ай-яй»
Каялла килне ярай.
П/РРЕ ЭП КУРТ+М
(Американецсен)
П\рре циркра эп курт=м п\р слона.
В=л ё\р ёинчен ялт сикр\ балкона.
Кайран сиксе х=парч\ тъпене,
Ёълтен анмасть хальччен те ё\р ёине.
ЙЫТ ПУЛЛИСЕМ
(Корней Чуковскирен)
+ш= шыв лупашкара,
Йыт пулли л=ках шывра:
Ш=п=ртатр\ё ташласа,
Ч=мп=лтатр\ё выляса,
Ишр\ё, ч=мр\ё ай-вай-вай!
Чикеленч\ё т\рл\ май.
Шапа, ват=скер,
Хуралё= пекскер,
Ларать т\м ёинче,
Ёип-й\п аллинче,
Ёыхать ч=лхине,
Пуёлать лешсене
Хытах х=т=рма:
– В=х=т ёыв=рма!
– Ах, асанне,
Ах, ыр= асанне!
Выляр-и татах?
Эс лар-ха к=штах.
Ч/Р/П КУЛАТЬ
(Корней Чуковскирен)
Ик\ н=р= ч\р\пе
Й\п сутаёё\ п\р ирпе.
Ч\р\п\ кулса ярать,
Кулн= май=н тав=рать:
«Эх, эсир ытла айван!
Эп\ хам й\прен пуян.
П\т\м п\в\м й\пл\ ман».
САВ+Н+Ё
(Корней Чуковскирен)
Сав=к, сав=к, сав=к
Ёут= тирексем,
Ёур=лч\ё в\сем ёинче
Х\рл\ чечексем.
Сав=к, сав=к, сав=к
Т\кс\м хурама.
Ёав=нпа та ун ёинче
Т=п-тулли хурма.
Ёум=р мар ё=вать ёълтен,
Ёиёк\нмер\ ёиё\м –
Т=к=нса т=рать ёълтен
Вит\р пиён\ иё\м.
Й=мрасем ёинче курак
Ш=пч=кла юрлар\ ак.
Т=р= шыв пал-пал тухать,
Пыл пек тутл= в=л юхать.
Туртк=ш пулч\ё ч=х=сем,
К=тра пуёл= – кукшисем.
Ват= шыв арман\ те
Ташлама пуёлар\ тем.
Ё\кленет юхан шывран
Асамат к\пер\.
Чуп=р, чуп=р ман хыёран,
Кам мана ё\нтер\?
ЛАП+РЧ+К
(Корней Чуковскирен)
Пан= Марука тетрадь,
Х=й с=рлать те х=й ёырать.
- Ку в=л – ч=р=ш, ку – така,
Ку в=л – каё=р качака.
Ку – мучи, сухалл=скер,
Ку в=л – пърт, м=рьелл\скер.
– Ку тата, Марук, м\скер,
+нланса илме ёукскер:
Вун уралл=,
Вун= м=йракалл=.
– Ку в=л – Лап=рч=к,
Ёыртаканскер.
Хам шутласа тупр=м.
– Ма п=рахр=н тетрадьне,
Ъкермест\н ыттине?
– Лап=рч=кран х=рат=п.
ЭРЕШМЕН ТУЙ/
(Юстинас Марцинкявичюсран)
Т\рл\-т\рл\ н=р=сен
Пуёл=х\ – м=н эрешмен,
Яч\ ун=н – Яр=нтай,
Ун умне пуёна эс тай!
Авланма в=л шух=шлать,
Х\веле хайхи куёлать.
Х=й вара турат ёумне
К=карасш=н ар=мне:
Ыттисене ан ёутат,
Эрешмене ёеё й=пат –
Ир те каё й=л култ=рин,
Тек анса ан ларт=рин,
Юнашарр=н унпалан
Яр=нт=р чуччупалан.
П\ринче ирпе ирех,
Сар х\вел тухсан търех,
Кай=к-к\ш\к, ай-ай-ай,
Ёуй=хашать ш=й та шай.
П\рисем х=ра-х=ра,
Теприсем янра-янра
Саламлаёё\ х\веле:
Рам-та-три-ля!
Три-ле-ле!
Ир т=ран улатакка
Ё=в=нн= та – яп-яка.
Чъхенет ёерёи шывра:
– Чим! Х\вел ман ал=ра!..
Н=р=сем ун с=махне
Час п\лтерч\ё патшине:
– Х\веле в=рлать ёерёи!
Й=лт с=хса п\терм\-ши?!
– Пир\н в=л! – тет эрешмен,
Х=й\н м=й=х та ъсмен.
– Т=р х=в=ртрах, Яр=нтай!
Х\веле илмешк\н кай.
Ун ёути ёитмест пире, –
В=л пит кирл\ т\тт\мре:
Кур=кри патшал=ха
Ёут= с=рх=нать сахал.
– Ну, м\нех, – тет эрешмен, –
Сир\нтен эп иртеймен.
Туй т=вар, эппин, ай-вай! –
Авланас тет Яр=нтай.
– Сыв= пулт=р Яр=нтай! –
К=шк=раёё\ ш=й та шай:
– Х\вел пир\н, пир\н! – теё. –
В=л ёутат\ пире ёеё.
Х=раса ъкет т=ри:
– Сар х\велс\р юл=р-и?
/нсине хыёать чакак:
– Х=й, х\вел, п\лет-и ёак?
– Х\вел пир\н! – тет ё=хан, –
Пам=п=р юта нихёан.
Ёук, х\вел эршменпе
Кил\штерм\ \м\рне.
– Канс\рлемест в=л мана, –
Тет х=в=лтан т=манна.
– Ах, патшам=р эрешмен
М=нт=р мар-и виёерен? –
Тет улитка черетпе
Х=й\н ёинёе сассипе. –
Пурё=н ёип ун м\н тери!
Пур-и ун пек чиперри?
Яр=нтай ыйха ярать,
Пит кая юлса т=рать.
П=хр\ те – х\вел инёе,
/нт\ хырл=х т=рринче –
В\ёс\р-х\рс\р тъпере
В=л ёърет халь ир\кре.
Эрешмен апат ёиет,
Таврана п=хса илет:
– Ёыв=харах киличчен
Т=хтамалла пул\ тен?..
Хай ыйха ёапать к=на,
Ёип карти тытать ш=на.
Н=р=сем ак тухх=мах
Хат\рленч\ё туй тума:
– Пул\ туй!
– Сикер ай-хай!
Сыв= пулт=р Яр=нтай!..
Х\ртр\ х\вел кун\пе,
В=л анать каё пулттипе.
Чак=лтатр\ те чакак,
К=с=я сас пач\ ак:
– Эй, х\вел, качча ан кай!
Путс\рсер в=л, Яр=нтай!
Серепене ёакланан,
Тъперех ёъре ялан!
В=ранать патша к\ёех,
Пуё\нче туй шух=ш ёех.
Х\в\шеёё\ н=р=сем:
– Туй пуёлар! – тееё в\сем.
Хай патша карать карта
Ёъл туратран турата.
Шуса анан х\веле
Кап! ёаклатр\ тетеле.
Н=рлатаёё\ н=ррисем:
– Лекр\-и-ха! – теё в\сем. –
Тыт хыт=рах ёив\трен,
Туртса к=лар п\л\трен!..
Леш туртать, тапаланать,
Кайр\ \нт\ халтанах.
Шат=ртатать тип турат,
Эрешмен ъке парать.
М=к=ль тухр\ ёур=мне,
Ыраттарч\ х=й пуёне!
Н=ррисем чупса ёитеё:
– Ах, х\вел, =ёта? – тееё.
Н=йк=шать хай эрешмен,
Кирл\ тухт=р-тер\ш-м\н.
Ч\нч\ё ик\ ш=рч=ка:
– К\в\ кал=р п\р авка!..
Лешсем вара п\р хар=с
С\рме куп=с калар\ё.
Ёаксен кърши кукамай
М=к=ле пусать п\рмай,
Т\рл\рен к\пёе шывне
/ётерет эрешмене.
Леш\ \ёет й\р\нсе,
Тек п=хать х=й виё\нсе.
Шыёмакланать Яр=нтай,
Н=р=семш\н савн=ё хай.
Тар=хать, в=рёать патша,
Сывалаймасть, ап=рша:
Ш=рч=ксемпе кукамай
Пул=шайман пит нумай.
К=с=я й=лт-ялт сикет,
Кунш=н пит\ х\п\ртет.
– Т\с\! – тет улатакка
Йыв=ёа такка-такка. –
Кайр=н пулсан эс =нтан –
Халь те х=т=л асатран!..
Пар=нмар\ эрешмен,
Ёип карать в=л ё\н\рен.
Й\ри-тавра турата
Тухр\ в=л карса карта –
Туратран та кур=кран,
+в=сран та сар хыртан.
Серепе сар х\веле
Чеерех мел\пеле
Кап! ёеё тытса илессе
Яр=нтай т=рать к\тсе.
Тытсанах й\ри-тавра
Т\тт\м пул\чч\ вара.
Х\л ёитсесс\н е ёулла
Эс тухайм=тт=н ёула.
Ма тесен х\вел лексен
Ёути п\т\ ёак т\нчен…
Эрешмен\н картине
Сар х\вел ёакланнине
Курсасс=нах =нс=ртран
Ё=л=р =на тытк=нран,
Яр=р =на ёълерех,
В=л ёутатт=р чиперех
Уй-хирсене,
Чечеке,
Пакшасене,
Путеке,
Кай=ксене,
Ёереме,
Йыв=ёа та этеме,
Упана та кашк=ра,
В\семпе п\рле…
Н=рра.
ЁУРКУННЕ
(Надя Кехлибареваран)
К\лчечек т=кать шыва
Тутл= ш=ршл= ёеёкине.
Ёър\ё пул=сем шавах
Т=х=нса ё\н юбкине.
ЧУЧЧУ
(Надя Кехлибареваран)
В\ёр\, ёъёентерч\,
Тъпенех ёитерч\.
Сеп-сенкер – саппун\ ун=н,
Пер\нет ура ун-кун=н.
Х/ВЕЛ АНАТЬ
(Надя Кехлибареваран)
Сар х\вел те ыв=нать,
Юхан шыв ёине анать.
Сив\ шыв \ёет унта,
Ёыв=рать с\м в=рманта.
П+ЛАН
(Агния Барторан)
Ёук ыйхи Сереж=н к\ё\р,
Тинкерсе п=хать в=л в\ёс\р
Ёълл\ пълл\ п=лана,
Ул=хра ёъренскере –
Ёълл\ пълл\ п=лана,
Маччара курнанскере.
В=л илемл\ те м=наёл=,
Чанк т=рать ун м=йраки.
Еш\л ул=х т\кс\м, асл=,
Ёълл\ кур=к – ик айкки.
Ч\ркуёленч\ те Сережа
С=наса п=хать темччен:
Ёур=к й\р\ ёеё-м\н леш\ –
Т\л\нтерм\ш те иккен!
Чаршава уёсан в=ранч\,
В=л калар\ ирхине:
– Ёук, хайхи ч=нах п=ланчч\,
Халь в=л кайн= ту ёине.
АК+Ш ИНКЕК/
(Агния Барторан)
Сип-сив паркра
П=р хушшинче
Юлайр\ ак=ш.
В=л п\ччен.
Амантн=, ах=р,
Ёунатне,
Тен, хуён= пул\ –
Инкек ёакланн=
М\ск\не:
Ун ус=к хул\.
Тухат=п
Ак=ш ёыв=хне.
П\летт\м
Ун=н кил-йышне.
Ч\псем
Х=йсен ам=ш\пе
Ишсе й=панч\ё,
Анчах та
Тем тамашипе
Таёта =санч\ё.
Сип-сив паркра
П=р хушшинче
Юлайр\ ак=ш.
В=л п\ччен.
+на
Час-час аса илсе
Ёърет\п эп
Кунта килсе.
Шутлар=м пул=шмашк=н,
Шур ак=ш пек пулмашк=н.
Шап-шур= эп,
Юр витн\скер.
М=я та авр=м,
Хайхискер.
Шап-шур= юр хуплать кълле.
– Т=нла-ха ак=ш, - тет\п. –
Ишер-и икс\м\р п\рле?
Ё\р т=р=х эп ишет\п.
Алла ё\клер\м,
Ёунат пек.
В\ёме май ёук-ёке
Каплипех!
Сип-сив паркра
П=р хушшинче
Салху шур ак=ш.
В=л п\ччен.
КАЙ+К ТУЙ/
(Калина Малинаран)
Ш=рч=к тус=м,
Ш=рантар:
Ташласа сикер в=р-вар!
Авланать халь
Ш=к=лчи,
Ёерёи пулч\
Ун евчи.
Ш=пч=ка качча илет,
Леш пуёне усса
Хъхлет.
Курак хуран ёакн= та
Тем п=тратать
В=л унта.
Хап=л туса
Х=нана
К\тсе илет
П\р чана.
Илч\ё лешсем
Тавё=рса:
Май килмест
П=хса т=рса.
Пуринчен те кул=шла
Пилеш кай=к\
Ташлать:
Т=х=нн= в=л
Х=й пуёне
Еш\л чечек к=ш=лне,
Тем\н тирн\
С=мсаран,
Ёунат пек в=л
Аякран.
САР+ КАЙ+К
(Калина Малинаран)
Ч\в\лтет\,
Ч\в\лтет\
Сар= кай=к.
Ч\в\лтет\,
В=л калай\:
«Эй, аван-и!
Кам в=ран\
Иртерех,
Кам търех
Пуёлать \ёе –
Ун к\ёех
Юрри ян! кай\!»
Ч\в\лтет\,
Ч\в\лтет\
Сар= кай=к.
Т/РЛ/ Т/СЛ/ С+МАХСЕМ
(Генрих Сапгиртан)
Кур=к=н – сип-сим\с с=махсем,
Илт\неёё\ ш=пп=н ёеё в\сем.
Ёил с=мах\ – сеп-сенкер с=мах,
Пултарать килентерсе т=ма.
Сар х\вел\н – х=й пекех сап-сар,
Ылт=н с=в=-юр= сахал мар.
Итлеме ч\нет\п туссене
Ёил, х\вел те кур=к сассине.
ТУПМАЛЛИ
Ё\н\ ёул уяв\
Й\лт\рпе
Кай=ксем м\нш\н т\рл\ т\сл\
Пакша
Перкелеш\р, выль=р юлашки юрпа
П\ч\к туратна пам=н-ши мана?
К=с=я
Т\л\к
Курак ч\пписем
Маринепе л\п\шсем
Ё=лт=рсен в=ййи
Ул=п ев\рл\ пуласч\
Уй=хпи валли
Яр=нтар=тт=м сире
К=ч=рми
Х\рл\ кай=к
Ш=па с=ввисем
Тыт мана
Кур=нман ё\л\к
Ёум=р
Мерекке
Кул=шла й=ран
П\ч\кё\ Пайтул
Тух, Винни-Пух!
Ан тив!
Тиркешъ
Уть=кка
Х=в=ртрах ёиер
Санпала вылясч\ ман
Ан мак=р
Ик\ ёура
Ёулё= т=к=нать
Кат=ркас
Айяра
Эрнюк аппа ачисем
К\терне
Ача-п=ча хулинче
Туптарусем
Керменкке
Т\рл\ хал=х с=вви-юрри
Кам в=йл=рах т\нчере
Тодорчо
Миххе персе чикеёё\
Ёич\ ыв=л
Сюзонпа л\п\ш
Бутерброд
+ёта пулт=н, качакам?
Куян ыв=л\сем
Пърне в=ййи
Ини, мини
П\рре эп курт=м
Йыт пуллисем
Ч\р\п кулать
Сав=н=ё
Лап=рч=к
Эрешмен туй\
Ёуркунне
Чуччу
Х\вел анать
П=лан
Ак=ш инкек\
Кай=к туй\
Сар= кай=к
Т\рл\ т\сл\ с=махсем
ЮМАРТ (ТРОФИМОВ) ГЕННАДИЙ ФЕДОРОВИЧ
НА УЛЫПА СТАТЬ ПОХОЖИМ
Стихи и переводы
На чувашском языке
Для детей младшего возраста
Recommended